1996 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Губанов пӗлӗшӗ патне пулла кайса ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килтен вӑл 12 сехетре тухса кайнӑ.
Ҫамрӑка юлашки хут Мӑн Ҫавал хӗрринче курнӑ.
Ҫывӑх ҫынни киле килментен унӑн тӑванӗсем сисчӗвленсе ӳкнӗ. Унӑн телефонӗ те сас паман. Шикленнипе йӗрке хуралҫисене систернӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин специалисчӗсем шырав ӗҫне пуҫӑннӑ.
170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫутӑ ҫӳҫлӗ каччӑна паян тупнӑ. Шел те, виллине.
Сӗнтӗрвӑрри район каччин виллине асӑрханӑ вырӑна тӗпчевҫӗсем тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмахӑн сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк епле вилнине пакунлисем каярах тӗплӗн татса калӗҫ.