Паян, каҫ еннелле, Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Инкек Гагарин урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Усал хыпар пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Лайӑх кун пӑлхануллӑ вӗҫленет. Киле таврӑнтӑмӑр та, ҫуртра – пушар. Пӗрремӗш подъездри пиллӗкмӗш хутри хваттер ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттере тӳрех кӗреймен, кил хуҫисем пулман», – тесе ҫырнӑ журналист.
Маргарита Красотина ҫурта реанимаци машини те килнине пӗлтернӗ. «Кил хуҫи, тен, килтех пулнӑ пулӗ. Тен, сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ (аялти кӳршӗсен хваттерсене юсама тивӗ, мачча ҫинчен шыв юхать)», – тесе вӗҫленӗ пост авторӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын 42-ри пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмне ун ҫумне кӗвӗҫнӗ.
Асли кӗҫенреххине пуртӑпа тапӑннӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хайхискер преступлени йӗрне тасатас тесе вилене Атратка юхан шывӗ патне йӑтса кайнӑ та шыва пенӗ.
Нумаях пулмасть 63 ҫулти арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 46 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна вӗсем ҫын укҫине тытнӑшӑн айӑпласшӑн.
Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен 32 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр банкоматран 3 пин тенкӗ укҫа илес тенӗ. Анчах банк карттине илнӗ те укҫа пирки манса кайнӑ. Васканипе ҫавӑн пек пулса тухнӑ унӑн. Темиҫе минутран аса илет те, каялла ҫаврӑнса пырать. Анчах банкоматра укҫа хӑй хуҫине кӗтсе выртман.
Йӗрке хуралҫисем арҫын уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн банкомат патне хӗрарӑм пынине палӑртнӑ. Шӑпах вӑл ҫын укҫине илсе чикнӗ те. Ун тӗлӗшпе «Вӑрланӑшӑн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр арҫын ҫынна пулӑшас тесе укҫасӑр юлнӑ. Пӑтӑрмах Совхоз урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче пулса иртнӗ.
51 ҫулти арҫын патне пӗр ҫамрӑк пынӑ, ӑна вӑл йӑпӑртлӑха шӑнкӑравлама телефон пама ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Телефонпа айккинелле пӑрӑнсан хайхи этем арҫын телефонӗ ҫинчен хӑйӗн картти ҫине укҫа куҫарнӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен ҫырусеӗе ҫийӗнчех хуратнӑ.
Ҫынна пулӑшма килӗшнӗ арҫын укҫа ҫухалнине темиҫе сехетрен ҫеҫ сиснӗ. Вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӑрланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.
Видеокамерӑсем пулӑшнипе арҫын ӑҫталла кайнине палӑртма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем микрорайонта пурӑнакансемпе те калаҫнӑ. Арҫын ӑҫта пурӑннине пӗлме пултарнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
«Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти харпӑр секторти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унӑн мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын паян ҫав харпӑр секторта кӳршӗ ҫуртра каннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, следстви вӑхӑтӗнче хупса лартнӑ.
Халӗ, Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри автобус Мускава кайма тухсан аварие лекнӗ. Водитель ҫул ҫинчен тухса кайса тимӗр бетонлӑ юпана пырса тӑрӑннӑ.
Авари юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 40 минутра пулнӑ. Автобус Улатӑртан Мускава каҫхи 7 сехетре кайма тухнӑ. Владимир облаҫне ҫитсен юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
«Водитель ҫул пӗлмен, вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Эпир пурте хӑраса кайрӑмӑр. Пӗр хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ хӑпарчӗ, ӑна япӑх пулса кайрӗ. Телее, никам та суранланман. Эпир кипкепе ҫуралнӑ ахӑртнех», - каласа кӑтартнӑ пӗр пассажир.
Авари хыҫҫӑн ҫынсене тепӗр автобус лартса кайнӑ. Вӗсем Мускава чиперех ҫитнӗ.
Ӗнер ирхине, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пушар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ачасен айӑпӗпе тухнӑ.
Хурамалти Свердлов урамӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар утӑ упрамалли вырӑнӑн тӑрри, утӑ ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче 1294 пушар пулнӑ. Инкексенче 41 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 57 ҫын суранланнӑ. Пушар кӑҫал 507 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Чулхула облаҫӗн ШӖМ ҫурчӗ умӗнче паян «Коза Пресс» тӗп редакторӗ Ирина Славина хӑйне ҫунтарса янӑ. Хӑйне вӗлерес умӗн вӑл «Ман вилӗмре Раҫҫей Федерацине айӑплама ыйтатӑп» тесе ҫырса хӑварнӑ.
Пӗр кун маларах, ӗнер, унӑн хваттерне следовательсемпе полици ӗҫченӗсем килсе ухтарнӑ пулнӑ. Ун пирки Ирина Славина ҫапла пӗлтернӗ: «6 сехетре паян алла бензорезпа фомка йӑтса ман хваттере 12 ҫын килчӗҫ: СКР-па полици ӗҫченӗсем, СОБР, пунеттейсем. Алӑка упӑшка уҫрӗ. Эпӗ, ҫарамасскер, хам нихҫан унччен курман хӗрарӑм сӑнаса тӑнипе тумлантӑм. Ухтарчӗҫ. Адвоката шӑнкӑравлама памарӗҫ. Брошюрӑсем, листовкӑсем, «Уҫӑ Раҫҫей» счечӗсене, тен тата Михаил Ходорковский сӑнӗллӗ турӑша шырарӗҫ. Ман ун пекки нимӗн те ҫук. Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютер, телефона тата пресс-конференци вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ пӗр купа блокнота. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм».
Ирина Славинӑна право сыхлакан органсем унччен те канлӗ пурӑнма паман. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе тӑватӑ протокол ҫырнӑ пулнӑ, сӑмахран Борис Немцова асӑнса ирттернӗ митингшӑн явап тыттарнӑ — ӑна саккуна пӑсса йӗркеленӗ тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |