Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() youtu.be/L47hepxk5fc фидеохостинга вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта Чӑваш Ен Правительствин машини светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫса кайнине асӑрханӑ. Республикӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн инспекторӗсем cheb.ru порталта вырнаҫтарнӑ видеона тишкернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн водителе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хӗрлӗ ҫутӑпа каҫса кайнӑшӑн штраф виҫи — пин тенкӗ. Правительство машинин (унӑн номерӗ — А017АА 121) водителӗ ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хулари Ярославль урамӗнче ҫул-йӗр правилине пӑсса Тукташ урамӗ еннелле пӑрӑннӑ. Унччен ҫав машинӑри пассажир ларкӑчӗ ҫинче республикӑн культура министрне пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |