Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.