Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Росгварди сайтӗнчен илнӗ сӑн Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче унталла-кунталла пӑркаланса пыракан ҫӑмӑл машинӑна росгвардеецсем иртнӗ каҫ хурал вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ. Каярахпа ӑна ҪҪХПИ сотрудникӗсен аллине тыттарнӑ. 32 ҫулти ҫын медицина тӗрӗслевне тума килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |