Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Дубки» коттедж поселокӗнче пушар тухнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет, тӗрлӗ экспертиза тӑваҫҫӗ.
Куприянов инженер урамӗнче вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫурт 21 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пӳрт вӑйлах сиенленнӗ. Пуша сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – 80 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 71 ҫулти мӑшӑрӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушарюсавсӑр пралука пула тухнӑ. Упӑшкипе арӑмне пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем ҫук.
Элӗк районӗнче шкул автобусӗ ҫул-йӗр ҫинче аварие лекнӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра Пиҫенер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ПАЗик водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче салонра ачасемпе педагог пулнӑ. Ачасем – Тавӑт шкулӗнче 2-11-мӗш классенче вӗренекенсем. Тухтӑрсен пулӑшӑвӗ водителе тата вӗрентекене кирлӗ пулнӑ.
Ӗнер 17 сехетре Шупашкарта Алькеш поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ку инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ.
Хӗрарӑм виллине Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнчи 5 мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ.
Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
«Вилене витсе хунӑччӗ, полицейскисем унтахчӗ. Хӗрарӑм пӗр 30 ҫулсенчи пек курӑнать», - пӗлтернӗ «Прог Города» иртен-ҫӳрен.
Паян 13 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗне хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пӗчӗк ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фиат» рулӗ умӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Приорӑпа» ҫапӑннӑ.
Хӗрарӑмӑн 3 ҫулти ывӑлӗ ятарлӑ ларкӑчра ларнӑ-ха, анчах вӑл ӑна пиҫиххипе ҫаклатман. Машинӑсем ҫапӑнсан ача салонран тухса ӳкнӗ. Шел те, пульницӑна илсе кайнӑ чухне арҫын ача вилнӗ.
«Приорӑра» пулнӑ водительпе пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Паян Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн тӗп корпусӗ умӗнче, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Телее, инкекре ҫынсем вилмен.
Автобус ҫуннӑ вӑхӑтра хулара «пӑкӑ» пулнӑ. Троллейбуссем чарӑнса ларнӑ, мӗншӗн тесен лини сиенленнӗ. Халӗ автобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫак автобусах, А0877 номерлӗскер, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче «Солнечный» микрорайонта мӑкӑрланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна сӳнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, «Шурӑ чулсем» уйӑхлӑха пӑрӑннӑ ҫӗрте, арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ, унӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Ҫынна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ водителе шыраса тупмашкӑн пулӑшма ыйтать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» ҫапса кайма пултарнӑ. Унӑн малти бамперӗ вӑйлах аманнӑ е пачах ҫук. Унашкал машинӑна курсан 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинчи вӑйпитти арҫыннӑн пылак ҫиес килнӗ-ши? Вӑл лавккасенчен пӗринчен 72 плитка шӑккӑлат вӑрланӑ.
Шӑккӑлат вӑрлани видеокамера ҫинче ҫурла уйӑхӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисене лавккара ӗҫлекенсем панӑ.
31 ҫулти арҫын унччен те аолици куҫӗ тӗлне ҫакланкаланӑ. Унччен те — лавккасенчен япала вӑрланипе.
Халӗ арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна Шупашкарти тата Шупашкар ҫывӑхӗнчи районсенчи суту-илӳ точкисенчен япала вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Вӑйпитти тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Чӑваш Енре шӑнса вилнӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ӗнер ирхине Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче иртен-ҫӳрен арҫын виллине асӑрханӑ, полицие чӗннӗ. Ҫав ҫын 48 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл киле темиҫе метр ҫеҫ ҫитеймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, ун хыҫҫан пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.
Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |