Шупашкар хулинче пӗр водитель курнӑҫланма шухӑш тытнӑ. Водитель ҫеҫ мар-ха. Салонта ларса пыракан пассажирсем те. Пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗнче тӗтелӗнче вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх асӑрханӑ, кӗҫех водителе те тупса палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тытса пыракан «Линкольн» автомобиль тӑрри ҫине виҫҫӗн улӑхса ларнӑ. Видеоран илнӗ скриншот тӑрӑх хакласан, вӗсенчен пӗри кабина ҫивиттийӗнчен пуҫне кӑларса пынӑ, пӗри тӑрри ҫине тӑсӑлса выртнӑ, тепри — ларса пынӑ.
Водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем чӗнсе илнӗ. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырса ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пассажирсене кабинӑра лартса ҫӳремелли йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 1000 тенкӗ штраф тӳлеме тивет.