Тверь облаҫӗнчи Пено районӗнчи Олений Рог 2 ялта ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи каҫхине, пушар алхаснӑ. Унта бытовка ҫуннӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Енрен пӳрт хӑпартма кайнӑ арҫынсем тӗпленнӗ. Пушар хуралтӑра шалта тухни паллӑ. Тверь тӑрӑхӗнчи специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, арҫынсем (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) сӗрӗмпе вилнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Усал хыпара пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен Этеперӗ Олег Николаев Тверь облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Игорь Руденяпа ҫыхӑннӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ентешсене Чӑваш Ене илсе килме пулӑшӗҫ. Олег Николаев калашле, шел те, вӑл вӗсемшӗн юлашки ҫул пулӗ. Ҫамрӑк, вӑйпитти, ҫут тӗнче илемӗпе савӑнса та киленсе пурӑнмалли арҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ...
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 101С маршрутка хутлакан общество транспорчӗ ҫул урлӑ каҫакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Ҫапла, ҫапса хӑварнӑ. Шупашкарти «Пир-авӑр комбиначӗ» чарӑну тӗлӗнче светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе вирхӗннӗ машина чарӑнса тӑман, инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Ҫапах та ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл — 51 ҫулта арҫын.
Урине хуҫнӑ хӗрарӑма Республикӑн клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрарӑмпа «ProГород» портал корреспонденчӗсем ҫыхӑннӑ. Аманнӑ ҫын вӗсене ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ те, маршрут хуҫи те унпа ҫыхӑнман.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, ҫӗрле Шупашкарти Мир проспектӗнче хваттер ҫуннӑ. Шел те, инкекре икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттер икӗ пӳлӗмлӗ пулнӑ. Ҫулӑм пӗр пӳлӗмри сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен хваттерӗн 41 ҫулти хуҫин тата унӑн 37-шӑллӗн виллисене тупнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта асӑрханмасӑр пирус туртнӑран 9 пушар тухнӑ. Ҫакна пула 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ.
Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ.
Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман.
Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ.
«Химпромри» пӗр цех мастерӗ суд сакки ҫине ларӗ. Унта ӗҫлекен пӗр ҫын куҫне амантнӑ, суккӑрланнӑ. Ҫакӑншӑн мастера явап тыттарасшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 58 ҫулти смена мастерӗ тӑвар йӳҫекӗ кӑларакан цехра пулнӑ, ӗҫченне противогаз тӑхӑнмасӑр, наряд тумасӑр газпа ӗҫлеме ирӗк панӑ. Насус улӑштарнӑ чухне тӑвар йӳҫекӗ тухнӑ, 55 ҫулти арҫыннӑн куҫӗсем пиҫсе кайнӑ. Пӗр куҫӗ халӗ те курмасть-ха.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпром» кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Предприяти тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Мастер тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пушар тухнӑ. Унта нумай хутлӑ ҫуртри тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Кадыков урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 13-мӗш корпусӗнчи хваттере сӳнтерме ҫитнӗ. Шел те, ҫулӑма тӗп тусан ҫын виллине тупнӑ. Арҫын 67 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 84 пушар пулнӑ. Вӗсенче 18 ҫын вилнӗ, 2 ҫын аманнӑ. 6 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн Mercedes-Benz седанӗпе чутах нумай хутлӑ парковкӑран тухса вӗҫмен.
Ҫурҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи Долгопрудный хулара Mercedes-Benz седан нумай хутлӑ парковкӑн тӑваттӑмӗш хутри стенана шӑтарса кӑларнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсе Daily Storm Telegram-канал видео вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нимӗҫ иномаркин рулӗ умӗнче вӑл вӑхӑтра хӗрарӑм ларнӑ, вӑл машинӑна чарӑнура вырнаҫтарнӑ май хӑвӑртлӑха ытлашши ӳстернӗ.
«Тем тесен те ку вӑл ҫулталӑкри чи вӑйлӑ парковка», — ҫапларах комментари ҫырса вырнаҫтарнӑ видеохыпар авторӗ.
Тепӗр енчен, Baza Telegram-канал уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхине, Ракета тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ парковкӑра пулса иртнӗ. Вӗсем тунӑ видео ҫинче те (ӑна вӗсем шалта ӳкернӗ) пӑтӑрмах мӗн патне илсе ҫитернине лайӑх курма пулать.
Роликсене сӑнас пулсан машина кузовне пысӑк сиен лекмен. Машина хуҫи хӑй те шар курман. Тепӗр тесен, хӗрарӑм чарӑнма ӗлкӗреймен пулсан, седан ним мар аяла персе анма пултарнӑ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне Mercedes-Benz-а стена шӑтӑкӗнчен туртса кӑларнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҪҪПХИ официаллӑ комментари пама ӗлкӗреймен-ха.
Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ.
Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче пӗр машина ҫул урлӑ чипер качакан хӗрачана пырса ҫапнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумри видеора ачана ытти машина чиперех каҫарса яни аван курӑнать. Пӗр водитель вара, «Форд Фокус», «Веста» автомобиль чарӑннине те пӑхмасть, малалла ыткӑнать.
Машина пырса ҫапсан ача хӑех тӑрать-ха. Анчах вӑл уксахлать тата унӑн хӑрах пушмакӗ хывӑнса ӳкнӗ.
Ачана ҫапса кайнине сиссен «Форд Фокус» сӗмсӗррӗн иртсе каймасть — чарӑнса ларать. Автомобильтен хӗрарӑмпа арҫын сиксе тухаҫҫӗ, ача патне васкаса пыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |