Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ.
16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ.
Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ.
Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен.
Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен.
Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче инкек пулнӑ. Унта пӗр пӳртре икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Инкекре 81 ҫулти арҫын тата унӑн 83-ри арӑмӗ вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Сӗрӗм газ хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Ҫапах следовательсем тӗрлӗ версие тишкереҫҫӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче экспертиза тӑвӗҫ. Хальлехе ҫакӑ паллӑ: карчӑкпа старик вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман.
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур.
Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗн сучӗ ют ҫӗршыв ҫыннипе пӗрлешнӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ҫемье ҫавӑрнӑшӑн арҫын 100 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ.
Хӗрарӑмпа арҫын пӗрлешессе пӗрлешнӗ-ха, анчах вӗсем пӗрле пурӑнман. Тепӗр майлӑ каласан, суя мӑшӑрлану пулнӑ вӗсен. Ют ҫӗршыв арҫыннипе Шупашкар хӗрарӑмӗ 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Котельники хулинчи загсра пӗрлешнӗ. Суйса пӗрлешни арҫынна пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленме кирлӗ пулнӑ.
Суя мӑшӑрланӑва прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Суд арҫынпа хӗрарӑма уйӑрма йышӑннӑ.
ЮПА | 26 |
Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗ ҫывӑхӗнче ӗнер икӗ машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин рульне правасӑр арҫын тытса пынӑ.
Пӑтӑрмах 16 сехет те 5 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиль «Лада Хрей» машинӑна ҫул паман. «ВАЗ-2111» рулӗ умӗнче водитель удостоверенийӗсӗр 55 ҫулти арҫын пулнӑ.
Икӗ машина ҫапӑнсан водительсем ҫеҫ мар, «Лада Хрей» автомобильте ларса пынӑ хӗрарӑм тата виҫӗ ача аманнӑ. Вӗсем 8, 14 тата 17 ҫулсенче пулнӑ. Вӗсене тухтӑрсем вырӑнтах пулӑшнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти производство предприятийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑм ӗҫре суранланнӑ. Вӑл производство прессӗпе сылтӑм аллинчи икӗ пӳрнине касса янӑ.
49 ҫулти ҫын ӗҫре аманнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи туса ирттерӗҫ. Предприятири ӗҫ сыхлавӗшӗн яваплӑ ҫынсем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев вӗҫленсен татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Горбунов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл республикӑри ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче депутат шутланать иккен. Тӳре-шара пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, района нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 2,2 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫурт тума район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӗн паллаканне сӗннӗ, ӑна аукционта ҫӗнтерме пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешӗ, чӑн та, ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫемьене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине те тыттарнӑ. Анчах ҫурт санитари нормипе те, строительство нормипе те килӗшсе тӑман.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫӳллӗшӗнчен каллех ҫын ӳкнӗ. Хальхинче – хӗр. Ку пӑтӑрмах Чернышевский урамӗнче пулнӑ.
Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа панӑ. Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Чернышевский урамӗнчи нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗр виллине тупнӑ. Вӑл 22 ҫулти пек курӑнать. Хӗр 9-мӗш хутран ӳкнӗ.
«Васкавлӑ медпулӑшӑва иртен-ҫӳрен ҫын чӗннӗ, вӑл ӳкнине курнӑ. Хӗр ҫавӑнтах вилнӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ.
Аса илтерер: юпан 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 3-ри ача 13-мӗш хутран ӳкнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |