Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнчи Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире шар курнисем ҫав вӑхӑтра унтан иртсе кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89022886399. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ҫулпа пыракан «Лада Приора» машинӑн малти кантӑкӗнчен хирӗҫ килекен фурӑран тухса ӳкнӗ тимӗр япала пырса тӑрӑннӑ. Ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Салонра виҫӗ ҫын пулнӑ. Икӗ пассажир аманман. Водитель вара комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |