Шупашкарта пурӑнакан каччӑ ҫармӑс хӗрне хӗненӗ. Уншӑн ӑна тӗрмене хупса хурӗҫ.
Каччӑ кӳршӗ регионта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрпе туслӑ пулнӑ. Туслӑ кӑна та мар, лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Каччӑ ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн савнийӗпе ялан харкашнӑ. Ун ҫине алӑ та час-часах ҫӗкленӗ. Хӗре каччӑ хӑйӗн килӗнче те, амӑшӗ патӗнче хӗненӗ.
Пӗрмай патак ҫитерсе пурӑнакан каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗнтӗ суд та пулнӑ. Ҫамрӑка пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫулталӑк ҫурӑлӑха ӑсатмай йышӑннӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче ҫурт ҫуннӑ. Ку кӑна мар, ҫунма тытӑнсан унта темӗн сирпӗннӗ.
Иртен-ҫӳрен ҫав кун 18 сехет те 50 минутра пӗр пӳрт ҫунма пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсем пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ, лешсем хӑвӑртах ҫитнӗ.
Ҫулӑм ҫурт ҫинчен хуралтӑсем ҫине те куҫнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре темӗн сирпӗннӗ, унтан ҫурт ишӗлсе аннӑ.
Юрать, ҫав вӑхӑтра хуҫисем килте пулман, вӗсем ӗҫе кайнӑ. Пушарта ҫынсем шар курман. Ҫуртан вара нимӗн те юлман.
Эх, эпир, мӑнтарӑн этемсем! Пӗрре килекен пурнӑҫа та йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме пӗлместпӗр тесси ҫеҫ юлать кун пек пӑтӑрмахсем пирки пӗлсен.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын йӗкӗрешӗн пуҫне ҫинӗ. Ҫакна суд тусах хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет тӗлӗнче Муркашра пулса иртнӗ. 41 ҫулти арҫын йӗкӗреш тӑванӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑванӗпе урлӑ илнӗ, ӑна ҫӗҫӗпе чӗри тӗлӗнчен чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӑванне ҫӗҫӗпе чикнӗ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать.
Раҫҫейри паллӑ актера Михаил Ефремова Мускаври аваришӗн 8 ҫуллӑха айӑпланӑ. Аса илтерер: вӑл руль умне ӳсӗр ларса машинӑпа ҫапӑннӑ, тепӗр водитель вилнӗ.
Михаил Ефремов айӑпне Чӑваш Енри колонире каҫарттарасшӑн пулнине пӗлтернӗ. «Унта – манӑн тымар. Иван Яковлев Ленин ашшӗн пулӑшуҫи пулнӑ», — тенӗ вӑл. Михаил Ефремов – Иван Яковлевӑн тӑванӗ.
Актер каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ФСИН ӗҫченӗсем ыйту ҫыраҫҫӗ. Михаил Ефремовӑн – икӗ вакат, анчах вӗсен ячӗсене вӑл пӗлтермен. Пӗри – Чӑваш Енрен.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 23 минутра «Волгоград – Саратов» ҫул синче Чӑваш Енре пурӑннӑ икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари Волгоград облаҫӗнче пулнӑ.
«Митцубиси Лансер» руле умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен. Вӑл, шел те, вилнӗ. Тепӗр ҫыннӑн та, 33-ри арҫыннӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Волгоградра пурӑннӑ 70 ҫулти старикӑн та ҫав аварире чӗри тапма пӑрахнӑ.
«Фольксваген Пассат» машинӑри тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пушар алхаснӑ. Инкек 32 ҫулти арҫыннӑн кил-хуҫалӑхӗнче пулнӑ.
Пушар сарая, утӑ упрамалли вырӑна сиенлетнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, килти выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлма май килнӗ: 10 сурӑха, пӗр ӗненепе пӑрӑва урама илсе тухнӑ.
Ӗнер Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче вара пушара пула выльӑх-чӗрлӗх тӗп пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» автоҫулӑн 82-мӗш ҫухрӑмӗнче «десятка» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫаврӑнса ӳкнӗ. ҪҪХПИ ҫапла хыпарлать: аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пассажирсем машинӑран тухса ӳкнӗ. Пурте, виҫҫӗ пассажирӗ те, вилнӗ. 21 ҫулти каччӑн, 48 ҫулти арҫыннӑн тата 81-ри хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине анализсем кӑтартӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 15-меш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗн 5-мӗш хутӗнчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл, шел те, ҫавӑнтах вилнӗ.
Ку инкек паян кӑнтӑрла, 12 сехет ҫурӑра, пулнӑ. Вырӑна полици, судмедэкспертсем ҫитнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм 40 ҫултан аслӑрах курӑнман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑрта чиркӳ тӑрринчен хӗрарӑм ӳксе вилнӗ. Вӑл кунти ҫын пулман, Казахстанра ҫуралса ӳснӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр хулинче Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ тӑрринчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Чиркӳ тӑрри 8-мӗш хутпа танлашать. Ҫав хӗрарӑм 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл кунтан мар, Казахстанран. Инкек пулсан вырӑна следовательсем, йӗрке хуралҫисем килнӗ.
Халӗ следовательсем ку мӗнле пулса иртнине тӗпчеҫҫӗ. Хӗрарӑм чиркӳ тӑрринче мӗн тунине, вӑл мӗнле ӳкнине уҫӑмлатма тивӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче 4-мӗш хутран, балкон ҫинчен, 7 ҫулти хӗрача ӳксе вилнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |