Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ.
Улатӑрта пурӑннӑ 29 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ҫӑлавпа шырав слжбин ӗҫченӗсем унӑн виллине Улатӑр юханшывӗ тӗпӗнчен кӑларнӑ.
Ку инкек ӗнер, вырсарникун, пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 29-ти арҫын юханшыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Унпа пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шел те, вӑл тепӗр ҫыран хӗррине ҫитеймен, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Енре 10 ҫын путса вилнӗ.
Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ.
«Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист.
«Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан икӗ тус суд тенкелӗ ҫине ларӗ. 24 тата 25 ҫулсенчи каччӑсем 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ, вӗсенчен пӗри, 24-ри, хӑйӗнчен 10 ҫул кӗҫӗн ачана мӑшкӑлланӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен икӗ каччӑ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫтахланнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялти гаражра туссем тата вӗсем паллакан 14 ҫулти хӗрача пулнӑ. Пӑтӑрмах ҫавӑн чух пулса тухнӑ та. Ача каччӑсемпе гаража мӗн тума кайнине кӗске хыпарта уҫӑмлатман.
Каччӑсенчен мпӗри, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, хӗре пусмӑрланӑ, унтан вӗсем тусӗпе иккӗш каллех хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫынна сӑнӳкерчӗксемшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ. Унччен вӗсем ҫывӑх хутшӑннӑ, кӑштахран хирӗҫсе кайнӑ. Ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ курӑнать те.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче каччӑ страница йӗркеленӗ те унта тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене хӗрӗн тусӗ патне те ярса панӑ.
Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ япалана тӗнче курмалла уҫӑмлатнӑшӑн ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Ӑна суда ярса панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра Муркаш районӗнчи Сентимер ялӗ ҫывӑхӗнче трактор кювета чӑмнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Беларус 82.1» руль умӗнче 57 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл трактора итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Шел те, тракторист вилнӗ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, трактор пысӑк хӑвартлӑхпа пынӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын урӑ пулнӑ-и? Ҫакна судмедэкспертиза палӑртӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче шлюз каналӗсем патӗнче Атӑлта 15-ри ача путса вилнӗ . Следстви органӗсем тата хулари прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Хальлӗхе 15 ҫулти арҫын ача мӗнле путни пирки пӗлтермен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ӑҫта пулнӑ? Ҫакна та палӑртӗҫ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тӗлӗшпе те тӗрӗслев пулӗ.
Следстви органӗсем ирттерекен тӗрӗслеве прокуратура сӑнаса тӑрӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗшӗн судпа айӑпланӑ. Судья унӑн ирӗкне 2,5 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ.
Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пушӑн 10-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи пӗр ялта арҫын ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ те хваттер балконӗ ҫине тухса хунӑ. Арҫын ача унта пӑчӑхса вилнӗ.
Ача ҫуратнӑ хӗрарӑм кӑштахран хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ, больницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем вӑл нумаях пулмасть ҫуратнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Хӗрарӑм ачине вӗлерни тӑра шыв ҫине тухнӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ.
Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Улатӑр хулинчи 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна хыпар вӑрттӑн илмелли техника хатӗрне саккуна пӑсса сутнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Вӑрнар поселокӗнче Муркаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна пӗчӗк видеокамера тыттарнӑ. Вӑхӑтлӑха. Уншӑн вӑл 25 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Пӗчӗк видеокамерӑна тӳме айне пытарса ҫав арҫын теори экзаменне кайнӑ. Вӑл водитель правине илме вӗреннӗ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑна асӑрханӑ та туртса илнӗ. Вӑрттӑн хатӗрпе усӑ курнӑшӑн Муркаш район арҫыннине суд пуҫиле ӗҫпе явап тыттарса 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |