Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫурт-йӗр
![]() Фейсбукри Валерий Шигашев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев хулари пӗр ҫуртпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Кивӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗнче ҫӗрле юр йӑтӑнса аннӑ та ҫурта кӗмелли вырӑнти ҫивиттие тата вӗри шыв тытӑмне сиенленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫв ҫуртра пурӑнакансемпе тата ҫурта тытса тӑракан управляющи компанин директорӗпе Микаэл Гурбановпа тӗл пулнӑ. Вырӑнтисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ-ха, анчах, Валерий Шигашев калашле, ыйтусем юлнӑ. Темиҫе хваттерлӗ йывӑҫ ҫурт кивӗ. Управляющи компани ӑна тытса тӑма пайталлӑ маррине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — компани панкурата тухать, ҫурта ҫӗнӗ управляющи компанин тытса тӑма тивӗ. Кивӗ ҫуртсене никам та тытса тӑрасшӑн мар. Ку ыйтӑва хулара паян канашлу ирттерсе сӳтсе явма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |