Слестви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем республикӑри тата тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ЧПУн юрфакӗнчи тивӗҫлӗ канури арҫын-доцент ята кӗнӗччӗ.
Хальхинче тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ преподаватель хӑш аслӑ шкулта ӗҫленине кӑтартман, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшнине ҫеҫ каланӑ.
Хальхинче хӗрарӑм-доцент ҫакланнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрарӑм-преподаватель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче иккӗмӗш курс студенчӗсенчен пӗринчен 26 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Укҫана экзаменшӑн отметка илме преподавателӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫыннӑн питӗ Атӑл урлӑ ишсе каҫас килнӗ. Ӗмӗтне ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пурнӑҫлама шут тытнӑ.
Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Атӑлта ишсен-ишсен арҫын ывӑнса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне катерпа ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл шӑнса кӳтнӗ, шуралса кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын Атӑл урлӑ пӗрре мар ишсе каҫма хӑтланнӑ. Кашнинчех ӳсӗр пулнӑ вӑл. Анчах асӑрханулӑх пирки манать: пулӑшу вӑхӑтра ҫитмесен те пулатарть-ҫке-ха. Ку таранччен ӑна ӑннӑ: ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Паян ҫур ҫӗрте Шупашкарти «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче пушар тухнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Кӑмрӑк ашӗнче хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Хӗрарӑм – 65-ре, арҫын 53 ҫулта пулнӑ.
Экспертсем халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 729 пушар тухнӑ, вӗсенче 30 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепӗр 35 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Кӑпас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилни пирки хыпарланӑччӗ. Ҫав вырӑнтах, ҫав кунах унта тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Юнка ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 10 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Ҫав ирхине унӑн ентешӗ, 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, путса вилнӗ. Ку вара – ун хыҫҫӑн.
Иккӗшӗ те урӑ пулман, тумтирӗпех шыва кӗме кӗрсе кайнӑ. Вӗсем пулӑҫсен куҫӗ умӗнчех путса вилнӗ. Анчах лешсем вӗсене ҫӑлайман.
Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Кӳкеҫ хушшинче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Фиат Дукато» Уйкас еннелле пӑрӑнма тӑнӑ. Ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Унтан йывӑр тиевлӗ машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «УАЗпа» ҫапӑннӑ. Ку вара «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ.
УАЗри ҫын авари вырӑнӗнче вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулнӑ. Вырӑнта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем ӗҫленӗ.
Шупашкарта лавккаран сумка вӑрланӑ тесе шухӑшлакан хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехетре Карл Маркс урамӗнчи курттӑм тата ваккӑн суту-илӳ тӑвакан лавккара тавар туянакан япала суйланӑ чух хӑйӗн сумкине ҫӳлӗк ҫине хурса янӑ. Кайран кассӑна ҫитсен ҫавна аса илнӗ. Сумкӑна илме тесе каять те тупаймасть. Такам ӑна «ҫаклатса» кайма та ӗлкӗрнӗ.
Сумкӑра документсем, карас телефонӗ, укҫа-тенкӗ пулнӑ.
Хаклӑ япаласене ҫухатнӑ хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Видеокамера объективне ҫамрӑках мар хӗрарӑм лекнӗ. Ют ҫын сумкине вӑл йӑтса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма паллакансене, вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлекенсене ун пирки йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти ҫамрӑк пӗр кунхине амӑшне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, тӑван ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑк 59 ҫулти амӑшне тата пӗрле пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра лешсем ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсене кил хуҫи, каччӑн ашшӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк ҫын ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ: икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Каччӑ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, халӗ те ӑнланмасть тесе пӗтӗмлетнӗ. Суд ӑна психитари пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп упарвленийӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 7 сехет те 40 минутра пулнӑ. Кӑпас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Вӑл 49 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ентешӗсем асӑрханӑ, вӗсемех ӑна ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын мӗншӗн путса вилнине халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи коммерци организацийӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шалӑва вӑл хӑйӗн тӗп бухгалтерне тӳлесе татман. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, директорӑн шалу тӳлеме майӗ пулнӑ. Апла пулин те вӑл тӗп бухгалтера пӗлтӗрзи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа раштав уйӑхӗччен 104 пин тӳлесе ҫитермен. Халӗ те вӑл парӑмпа татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑччӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.
Арҫын икӗ студенткӑран сӗтев илнӗ. Хӗрсем укҫана ҫын урлӑ тыттарнӑ. Преподавателе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна аслӑ тата ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлеме чарнӑ.
Сӗтев паракан студенткӑсем тата вӗсенчен укҫа илсе преподавателе сӗтев панӑ ҫын тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӗсене халӗ суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |