Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Сывлӑх

Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.

Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Хулара
Алексей Ладыков
Алексей Ладыков

Шупашкар хулинче вандалсем пӗр каҫра 30 павильона япӑхлатнӑ. Пуҫтахсем Чернышевский, Энтузиастсен, Б. Хмельницкий урамӗсенчи, Мускав тата Максим Горький проспекчӗсенчи чарӑнусенчи павильонсене сӑрласа пӗтернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, павильонсен кантӑкӗсене ылмаштарма тивӗ. Ун валли хула хыснинчен 145 пин тенкӗ уйӑрма лекӗ.

Алексей Ладыков хулара пуҫтахсене асӑрхасан тӳрех пакунлисене пӗлтерме ыйтнӑ. Пӗрлехи диспетчер службипе те ҫыхӑнма пулать. Унӑн телефон номерӗ — 1383. Ӗҫ вӑхӑтӗнче хула администрацийӗн «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗ» учрежденине 62-01-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме юрать.

Вандалсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Вӗсене 40 пин тенкӗрен пуҫласа штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CDa7LWYgiFt/
 

Пӑтӑрмахсем

Туя туй пек тӑвар-и тенӗ курӑнать Канаш районӗнче нумаях пулмасть туя пухӑннӑ ҫамрӑксем. Савӑк самантри видеона вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Видео тӑрӑх хакласан, туй машинисем хирӗҫ ҫул ҫине тухаҫҫӗ, пассажирсем машина чӳречинчен пуҫа кӑларса пыраҫҫӗ...

Ҫав видеона курнисенчен хӑшӗсем ӑна ырламан, явап тыттарӗҫ тесе ҫырнӑ. Чӑн та, нумай кӗтме тивмен. Паян Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви туй машинисем тӗлӗшпе 15 протокол ҫырнине пӗлтернӗ. Маларах эпир асӑннӑ кӑлтӑксемсӗр пуҫне водительсен чӳречесене тӗксӗмлетнӗшӗн те явап тытма тивӗ.

Кӑшӑлвирус алхасма чарӑнман тапхӑрта пысӑк йышпа ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме юрамасть. Ҫавӑн пирки те тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
azh.kz сӑнӳкерчӗкӗ
azh.kz сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ӳсӗр хӗрарӑм банкра пуҫтахланнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл статья ют пурлӑха ятарласа самай сӑтӑр тунисене «тӑна кӗртет».

Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр хӗрарӑм кредит учрежденийӗнче пуҫтахланнӑ, банкӑн пурлӑхне сӑтӑр тунӑ. Тӗрӗсрех каласан, терминала сиенлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл 300 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.

Урӑлсан хӗрарӑм тӑна кӗнӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӑл хытах куляннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шалӑвӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ. Банка хур тунине те хӗрарӑмӑн саплаштармалла.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 11 сехет те 31 минутра Кивӗ Вӗренерте пулнӑ.

Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Шел те, пушарнӑйсем темле тӑрӑшсан та ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен. Юрать-ха, ачасем хӑйсем шар курман.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӑкак 1 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, ҫав талӑкра республикӑра 6 пушар пулнӑ. Телее, вӗсенче аманнисем, вилнисем пулман.

 

Ҫутҫанталӑк

Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хурамапа ҫӑка каснӑ. Йывӑҫ каснине лесник асӑрханӑ. Вӑрах тӑхтамасӑр вӑл вырӑнти йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Лесник ӗнентернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене касма никама та никам та ирӗк паман.

Пакунлисем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, каснӑ. Пурӗ 11 йывӑҫ туни тӑрса юлнӑ. Оперативлӑ тӗпчев ӗҫченӗсем машина ҫулӗпе кайса утара ҫитсе тухнӑ. Унӑн хуҫи 57 ҫулти арҫын иккен. Йывӑҫсене вӑл кил тӗрӗшре кирлӗ тесе каснине йышӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.

Халӗ утарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа килӗшӳллн ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать е — 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама.

 

Пӑтӑрмахсем
dorinfo.ru сайтри сӑн
dorinfo.ru сайтри сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 21 сехет те 20 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче, 12-мӗш ҫухрӑмӗнче, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ача тата аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын шар курнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗр машина водителӗ, унӑн салонӗнче пулна виҫӗ ача тата тепӗр машина водителӗ аманнӑ. Ачасем 3-ре, 8 ҫулта тата 12-ре.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Прокуратура ҫакна тӗрӗслесе тӑрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире ӗҫленӗ арҫынна суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе (сӗтев илнӗшӗн — 2 тӗслӗх) тата 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарма йышӑннӑ.

Колонире ӗҫленӗ арҫын айӑпланнисене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. 2019 ҫулхи авӑн-юпа уйӑхӗсенче вӑл 42 пин тенкӗ сӗтевле 14 телефон кӗртсе пама калаҫса татӑлнӑ. Малтанласа 4 телефон илсе кӗртнӗ-ха. Ыттисемпе право хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.

Йӗркене пӑснӑ ҫынна суд Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен тытӑмӗнче ӗҫлеме 3 ҫуллӑха чарнӑ, тӗрмене хупса усрамасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, ҫийӗнчен 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ
twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ленин районӗнчи суд троллейбус водительне айӑплама йышӑннӑ.

Арҫын пӑтӑрмаха 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫакланнӑ. «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑну патӗнче ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Светофор тӗлӗнче е ятарлӑ вырӑнта мар. Водитель хӗрарӑма ҫапса кайнӑ, лешӗ вилнӗ.

Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 62-ри ҫулти водитель тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Арҫын хӑй айӑпне йышӑннине, чунтан ӳкӗннине, шар кураканни хӑй те ҫул-йӗр правилине пӑснине шута илсе троллейбус водительне тӗрмене хупса усрамасӑр 1 ҫулталӑклӑха айӑплама йышӑннӑ. Унӑн правине икӗ ҫуллӑха туртса илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫывӑхӗнче хирте тӑр кӑнтӑрла вут-ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушарта 15 гектар урпа ҫунса кайнӑ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫалӑх комбайнӗ хирте ӗҫленӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, хир карапӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Комбайна ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫавӑн пекех 90 ытла гектар ҫинчи тырра ҫӑлса хӑварнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 966 хутчен тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» 23 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Инкексенче 32 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 44-ӑн суранланнӑ, 46 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, [193], 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, ... 403
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть