Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, Улатӑрта пушар пулнӑ. Лазо урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ӑна тӗп тунӑ, ӑна каялла ҫӗнетме май ҫук.
Ҫав ҫуртра упӑшкипе арӑмӗ, 62-ри арҫынпа 56-ри хӗрарӑм, пурӑннӑ. Вӗсем ҫырӑнмасӑрах кун кунланӑ. Шел те, пушар хыҫҫӑн вӗсен виллисене тупнӑ.
Пушар кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Пӗринче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем шар курман. Тепӗр икӗ пӳрт пушах ларнӑ.
Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тӗрлӗ версие пӑхса тухаҫҫӗ, ҫав шутра – пирус асӑрханмасӑр туртнине те.
Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче руль умӗнчи хӗрарӑм йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайнӑ.
Ку авари юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. 35 ҫулти хӗрарӑмпа пӗрле 7 ҫулти ачи пулнӑ. Хӗрарӑм хӑй те, ачи те ятарлӑ пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Ҫитменнине, ачан ятарлӑ кресло пулман.
Аварире шар курнӑ хӗрарӑмпа шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен сурансем пур.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 4-мӗш пайне 42 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Вӑл хӑйӗн пирки ют ҫӗршыв патшалӑхӗн ҫар докторӗ тесе каланӑ. Арҫынпа хӗрарӑм темиҫе уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ. Кӑштахран арҫын ҫар служби вӗҫленнине пӗлтернӗ, укҫа йӑпӑртлӑха кивҫен пама ыйтнӑ. Тупра авиабилет туянма тата медицина тӗрӗслевӗ тухма кирлине ӗнентернӗ. Кивҫен илнине киле ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫынна шаннӑ, ӗненнӗ, 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑмӑн укҫи пӗтсе ҫитсен арҫын та ҫухалнӑ.
Шупашкар хулинче лавккара ҫын карттипе укҫа тӳленӗ ҫынна шыраҫҫӗ.
Хулара пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Кӑштахран вӑл унта пулнӑ 3 пин тенкӗ те 900 тенкӗ укҫа ҫухалнине сиснӗ. Ҫав укҫапа хулари Энгельс урамӗнчи лавккара тӳленӗ.
Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын карттипе 20-30 ҫулсенчи ҫамрӑк усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫутӑ симӗс кӗпе, хура куртка тӑхӑннӑ.
Видеокамерӑна лекнӗ каччӑна уйӑрса илнисене (8352) 34-18-40, 24-07-02 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ертӳҫисем тӗрӗслевҫӗсенчен хӑранипе укҫасӑр юлнӑ.
Хулари шкулсенчен пӗрне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл право органӗсенче ӗҫлекен тесе каланӑ. Ҫав ҫын шкула тӗрӗслевҫӗсем пырассине пӗлтернӗ. Хӑнасене чечекпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илме сӗннӗ. Ултавҫӑна ӗненсе шкул директорӗ палламан ҫын счечӗ ҫине 23 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.
Тепӗр шкул директорне те ҫавӑн улталанӑ. Анчах тӑкак виҫи пӗчӗкрех. Вӑл тӗслӗхре пурӗ 12 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
Юпан 9-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: кимӗре ларакан арҫынна шыв юххи юхтарса кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «Беркут» катерпа арҫынна шырама тухнӑ. Вӗсем йӑлтах пӑхса ҫаврӑннӑ – лешӗ курӑнман.
Тепӗр кунхине 15 сехет те 21 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта кивӗ юханшыв порчӗ патӗнче ҫынсем кимӗ ишнине асӑрханӑ. Малтанах вӗсем кимӗ пушӑ тесе шутланӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ – унта ӳсер арҫын ҫывӑрнӑ иккен. Ӑна вӑратса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Тепӗр кун Атӑл хӗрринче причал патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вилене полицие панӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти ҫамрӑк аварире шар курнӑ.
Эгер бульварӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче «Ладӑн» вунтӑвттӑмӗш моделӗ тата «Шкода» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тарӑх, «Лада» сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. «Ладӑри» 15 ҫулти пассажир аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑка тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын пӗр кунта миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Лешӗсем юлашки ҫулсенче анлӑ усӑ куракан ансат меслетпе улталанӑ. Ҫитмӗле ҫывхаракан ватта вӗсем банк картти ҫинчен такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫа ют ҫын аллине ан ҫаклантӑр тесен телефон ҫине пынӑ ултӑ цифрӑран тӑракан кода калама ыйтнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм калаҫнӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Арҫын ют ҫынна смс-кода каланӑ хыҫҫӑн унӑн счечӗсенчен пӗрин ҫинчи 978 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарти 50 ҫулти арҫын 345 тенкӗсӗр юлнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 53 ҫулти арҫын – 158 пин тенкӗсӗр. Юлашкинчен асӑннӑ тӗслӗхре телефон ҫине банк счечӗпе усӑ курмалли айсарӑм вырнаҫтарса пама шантарса улталанӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм ӗне сутас тесе улталаннӑ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянакан» та тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗпе кӑсӑкланнӑ, ун ҫине 40 пин тенкӗ укҫа куҫарса панине пӗлтернӗ, банкомата кайса пӑхма сӗннӗ. Хӗрарӑм шухӑша улӑштарнине каласан хайхи этем кӑмӑлсӑрланнӑ, укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑванӗсемпе канашласа та ӗлкӗреймен – лешӗ ҫине-ҫине шӑнкӑравласа укҫа тапӑннӑ. Хӗрарӑм итленӗ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма та ҫавӑн пек мелпе улталама хӑтланнӑ. Анчах банк карттин реквизитне хӗрарӑм каламан.
Чӑваш Ен ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |