Ҫурт-йӗр
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра стена кӑвакарса ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм евитленӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт ҫӗнӗ. Пурте усӑ курмалли балкон ҫине тухмалли вырӑнта, 21-мӗшпе 23-мӗш хутсенче, алӑк патӗнче штукатурка йӑтӑнса тӑрать, стена кӑвакарса ларать, хӗлле унта пӑрлансах ларать. Хӗрарӑм ҫавӑн сӑлтавне палӑртма ыйтнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн застройщикӗн гаранти вӑхӑчӗ тухман иккен. Ҫурта тытса тӑракан «Управдом» управляющи компани строительство организацине кӑлтӑка пӗтерме ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн стенана тасатнӑ, штукатурка туса шуратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |