Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Лесной посёлокра (вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) шӑматкун каҫхине, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пуян ҫыннӑн хуралтисенчен пӗри ҫуннӑ. Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен службӑн темиҫе машини пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автан» 30-а яхӑн тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Уҫӑ ҫулӑма каҫхи 11 сехет тӗлӗнче сӳнтернӗ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, «хӗрлӗ автана» пӑчлантарма шыва мунча ҫумӗнчи бассейнран уҫласа илнӗ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ особняк хуҫи Владимир Ермолаев (хулари «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ застройщик тата «Ярмарккӑ» пасарӑн унчченхи хуҫи) пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |