Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр арҫынна общежитирен кӑларса яма йышӑннӑ. Ӑна пула унччен пушар тухнӑ. Муниципалитетӑн ҫуртӗнче пурӑнаканскер айӑпӗпе пӗлтӗр хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннӑ. Ҫавна май муниципалитет пурлӑхӗ шар курнӑ. Шупашкар хулинчи ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл арҫынна общежитирен кӑларса яма тата тӑкака саплаштарттарма ыйтнӑ. Суд тавӑҫ авторӗсемпе килӗшнӗ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |