Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ колонире ӗҫлекенсем учреждение карас телефонӗсем пама хӑтланнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Колонире тӑрӑшакансем тӗрме ҫывӑхӗнче пӗр арҫынна асӑрханӑ. Вӑл квадракоптер пулӑшнипе хӳме урлӑ телефонсем каҫарас тенӗ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн вӗҫекен аппаратне, карас телефонӗсене туртса илнӗ.
Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсем валли карас телефонӗ илсе кӗртнӗшӗн явап тыттараҫҫӗ. Арҫын та унран пӑрӑнаяс ҫук-тӑр.
РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗ ӳт сутса пурӑнтаракансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл 49 томран тӑрать. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май 90 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ, 18 хутчен ухтарнӑ, 32 суд экспертизи туса ирттернӗ.
Хӗрсене ӳт сутса пурӑнма йӗркеленӗ ушкӑнра 41 тата 27 ҫулсенчи икӗ арҫын тата 24 ҫултан пуҫласа 51 ҫулчченхи 4 хӗрарӑм пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑксене те асӑннӑ енпе пурӑнма хистенӗ. Теприсене пысӑк укҫаллӑ, Шупашкарта хваттерлӗ пулассипе, «ӗҫрен» кирек хӑш вӑхӑтра пӑрахса кайма май пуррипе илӗртнӗ. Хӗрсен тем те тӳсме тивнӗ, ҫав шутра — хӗненине те.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти полицейскисенчен икӗ хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗшне те пӗр пек хуйхӑ канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнчи ятарлӑ лапамсем урлӑ тавар пӗрле туянмалли меслетпе усӑ курас тенӗ. Апла меслетпе вӗсем унччен вӗҫӗм туяннӑ. Анчах хальхинче укҫа кирлӗ ҫӗре ҫитеймен.
59 ҫулти хӗрарӑм вырӑн ҫине сармалли комплект туянма икӗ пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавар сутакан патне вӑл укҫа ҫитмен. Ултавҫӑсем ун ячӗпе суя страница хатӗрленӗ иккен.
Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм та улталаннӑ. Вӑл 3 пин тенкӗ ытларах куҫарса янӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре мотокросс енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унтан хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. Тупӑшу вӗҫленсен унта хутшӑннӑ пӗр спортсмен вилнӗ. Вӑл 70 ҫулта пулнӑ.
Мотокросра ачасем, ҫамрӑксем, аслисем тата ветерансем тупӑшнӑ. 70 ҫулти арҫын финиша ҫитнӗ хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – вӑл вилнӗ.
Следстви комитечӗ малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын чӗре чирне пула вилнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Халӗ Тӗрӗслев пушар лабораторийӗн эксперчӗсем ҫулӑм мӗнрен тухние тӗпчеҫҫӗ.
Юрать-ха, ӗне ферми пушах пулнӑ. Ҫулӑм унӑн тӑррине сиенлетнӗ, пушар пӗтӗмпе 800 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗри хуралтӑсем шар курман. Кушкӑ ферминчи пушара сӳнтерме тӑватӑ машина ҫитнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи Лоза урамӗнче ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, унта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑм кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине куҫнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ пушах ларнӑ, теприн хуҫисем суранланман.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пысӑк инек пулнӑ. 13-мӗш хутран ача ӳксе вилнӗ.
Пӗчӗкскер 3 ҫулта пулнӑ. Вӑл ӗнер 19 сехет те 50 минутра чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача килте аслашшӗпе /е кукашшӗпе/ пулнӑ. Вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Шел те, ача тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ.
Инкек вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача подъезд тӑррине ӳкнӗ. Унӑн кӗлеткине пушар машинин пусмипе илсе антарнӑ.
Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл подъезд умӗнче выртнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хӗрарӑм урамра уҫӑлса ҫӳренӗ, ача кӳми тӗксе утнӑ. Шӑпах вӑл асӑрханӑ та арҫын виллине.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пӗрле усӑ курмалли балконӗнчен ӳкнӗ. Вӑл подъезд умӗнчи бетон картлашка ҫине персе аннӑ, ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӑй арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхине икӗ пулӑҫ Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхне Сӑр юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Анчах хайхискерсем каялла таврӑнман, вӗсене шырама пуҫланӑ. Киммине тепӗр ирхине тупнӑ, вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине Улатӑр районӗнче юханшывра арҫын виллине тупнӑ. Вӑл – ҫав пулӑҫсенчен пӗри.
Вилене тӳрех судмедэкспертизӑна панӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Арҫын тумпа пулнӑ, докуменчӗсене те ҫумрах тупнӑ.
Тепӗр пулӑҫа халӗ те шыраҫҫӗ
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ.
Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ.
«Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |