Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пушар пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫулӑм мӗнрен тухма пултарнине тӗпчет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран пулнӑ.
Пушар «ДОСАФФ» сад юлташлӑхӗнче 23 сехетре пулнӑ. Пӗр участокри йывӑр ҫурт, дача, ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен икӗ арҫын виллине тупнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин пушарӑн чӑн сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗрисем банк офисӗнчен тухакан ҫыннӑн укҫине туртса илнӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Шар курнӑ арҫын йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлтах кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ.
Перекет банкӗн Ленин проспектӗнчи 28-мӗш ҫуртӗнчи офисӗнчен (вӑл «Мир Луксор» кинотеатра хирӗҫ вырнаҫнӑ) тухакан арҫыннӑн 42 пин тенкине хӗрарӑмпа арҫын туртса илнӗ те сиккипе тарнӑ. Арҫын хыҫран хӑваланӑ-ха, анчах лешсем 44-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта кӗрсе ларса Николаев чарӑнӑвӗ енне кайнӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине иртен-ҫӳрен 3-мӗш автоҫул ҫывӑхӗнче тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Вӑхӑт нумай та иртен – ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Ӗнер пур ҫӗрте те тенӗ пекех шӑматкунлӑхсем иртнӗ. Ахӑртнех, ҫав ҫырмара та ҫынсем ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫунтарнӑ. Юрать-ха, пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман, ҫулӑм ҫуртсем ҫине те куҫман.
Асӑрханӑр: юлашки вӑхӑтра типӗ курӑк ҫунтарнӑран темиҫе ялта ҫуртсем ҫунса кайнӑ, инкексенче ҫынсем те вилнӗ.
Елчӗк районӗнчи суд Комсомольски районӗнчи 22 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ. Каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатас тенӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче ӑнланманлӑх хуҫаланнӑ. Хирӗҫӳ ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе 19 хутчен чикнипе вӗҫленнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫ енне, тата тӗрӗсрех каласан, 17 сехет тӗлӗнче, Шупашкара хӗвеланӑҫ енчен кӗнӗ тӗлте инкек пулса иртнӗ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Порше-Кайен» автомобиль водителӗ пӑрӑннӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫулӑн ҫав енӗпе 58 ҫулти водитель тытса пыракан «Рено-Дастер» автомобиль пынӑ . Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Порше-Кайен» автомобильти виҫӗ ҫынна – икӗ арҫынпа хӗрарӑма — пульницӑна илсе кайнӑ.
Асӑннӑ машина водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн административлӑ майпа пӗлтӗр 24 хутчен явап тыттарнӑ. Машинӑри ҫынсенчен пӗри те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма мӑшкаллама тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫавӑн пекех вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне килнӗ. Лешӗ ун чухне ҫывӑрнӑ. Хайхискер ӑна мӑшкӑллама шухӑшланӑ, минтер илнӗ те пичӗ ҫине хурса пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Арҫын хӗрарӑма ар ҫыхӑнӑвне кӗртме хӑтланнӑ, анчах усал шухӑшне пурнӑҫлайман. Ҫав вӑхӑтра киле хӗрарӑмӑн хӗре таврӑннӑ, вӑл полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем 7 хутри балкон ҫинче ҫакӑнса тӑракан арҫынна пулӑшнӑ. Пӑтӑрмах Пролетари урамӗнче пулса иртнӗ. Арҫынна ҫӑлнӑ хыҫҫӑн медицина пулӑшӑвӗн бригадине панӑ.
Арҫын балкон ҫинче ҫакӑнса тӑни ҫинчен тата вӑл персе анма пултарасси пирки пӗлсенех ҫӑлавҫӑсем унталла ҫул тытнӑ.
Чӑваш республикин шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма А. Данилов, А. Шатаев, В. Давыдов ҫӑлавҫӑсем кайнӑ.
Арҫынна пулӑшма пушар пусми кӑна мар, альпинист хатӗрӗсем те кирлӗ пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑшу ҫитнӗ хыҫҫӑн та арҫын анма васкаман — ӑна ӳкӗтлеме тивнӗ.
Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ.
Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ.
Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карцев-Починок ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку ҫӗрле пулса иртнӗ.
Ҫак ялта харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Регионти Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерсен 32 ҫулти арҫыннӑн тата 24-ри хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ. Ведомство халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫӗрле виҫӗ харпӑр ҫурт ҫунни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |