Чӑваш Енри ҫынсем ҫармӑс вӑрманне кайсан путса ларнӑ. Вӑрмана вӗсем икӗ машинӑпа тухса кайнӑ. Анчах иккӗшӗ те вӑрманта лакса ларнӑ. «Лада-Калинӑсем» пӑтӑрмаха ҫакланни ҫинчен «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ.
Шупашкар ҫыннисем Сидельниково ялӗнчен 20 километр шалалла кӗрсе кайнӑ. Унта вӗсем хура ҫырла татнӑ. 20 литр кӗрекен савӑт тулмалӑх.
Каялла килме тухнӑ та тарӑн кӳлленчӗке путса ларнӑ. Малтан – пӗр машина, унтан – тепри. Машинӑсене «ГАЗель» автомобиль водителӗ пулӑшнӑ. Ҫӑмӑл машинӑсене вӑл кӳлленчӗкрен туртса кӑларнӑ ҫеҫ мар, Шупашкара ҫити туртса кайнӑ. «Калина» экипажӗ «ГАЗель» водительне Владимира пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ порталта.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ пулнӑ, асӑннӑ ведомствӑра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ ҫынна улталанӑшӑн явап тытарнӑ.
48 ҫулти арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа пысӑк суммӑлӑх улталакансене явап тыттараҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МЧС ӗҫченӗ пулнӑ этем ҫурт-йӗр туянма тӑкакланнӑ тесе Федерацин налук службине хутсем тӑратнӑ. Ҫавна май 2015-2016 ҫулсемшӗн вӑл 260 пин тенкӗ налук вычечӗ илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫурта арҫын ҫывӑх тӑванӗнчен пӗлӗшӗ урлӑ илнӗ. Туянса вӑл тӑкакланман.
МЧС ӗҫченӗ айӑпа йышӑннӑ, вычет шутӗпе илнӗ укҫана тавӑрса панӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.
Ҫӗркаҫ пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра аслати хӑрушла кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, вӑйлӑ ҫил тухрӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсене ҫурт-йӗрӗпе хуралтине сиен кӳнӗ. 14 муниципалитетри 46 ялта ҫынсем шар курнӑ. Электроэнергисӗр вӑхӑтлӑха е кӗске вӑхӑтлӑха 5670 уйрӑм ҫын ҫурчӗ тӑрса юлнӑ. Вӗсенче 13800 ҫын пурӑнать.
«Ӗҫе васкавлӑ пурнӑҫламалла. Ун валли муниципалитетсенче мӗнпур вӑй тата хатӗр пур», — тенӗ паян Олег Николаев.
Чӑн та, ирхи 10 сехет тӗлне 20 ялта ҫутӑ панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче инкек пулнӑ. Ялти пӗвере 30 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем хӑвӑртах ҫитнӗ.
Водолаз арҫын виллине темиҫе минут шыранӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен кӑларма пулӑшнӑ.
Палӑртмалла: ҫав талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын шывра путса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ.
Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ.
Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче 4 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 4 ҫын шывра путнӑ, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пляжра тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫулти арҫын Атӑла кӗнӗ те тухман. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ҫурт ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртре ачасем пулнӑ. Телее, никам та шар курман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шӑрпӑкпа вылянӑ, пушар ҫавӑнтан тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: килте арҫын ачапа хӗрача пулнӑ.
Пушар паян 14 сехет иртсен пулнӑ. Ӑна 3 пушар машини сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӑррине сиенлетнӗ, вӑл ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм урамра сак ҫине ларнӑ та ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 27 минутра Терешкова урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм сак ҫинчех вилнӗ. Иртен-ҫӳрен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 45 ҫулти пек курӑннӑ.
«Вӑл сак ҫинче ларатчӗ, питӗ йывӑррӑн сывлатчӗ, унтан тӳнсе кайрӗ», - пӗлтернӗ ҫынсем. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, анчах вӗсем те нимпе те пулӑшайман – хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра Элӗк районӗнчи Юманлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта «Ладӑпа» КамАЗ ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑн водителӗ тата пассажирӗ, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Водитель 39 ҫулта пулнӑ, пассажир – 35-ре. Вӗсем авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. Иккӗшӗ те Ҫӗмӗрле районӗнчен пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |