Паян нумаях пулмасть Кӳкеҫпе Ҫӗнӗ Шупашкар хули хушшинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ҫын вилнӗ.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, ҫӑмӑл машина питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр купине аса илтерет. Хальлӗхе мӗнле маркӑллӑ машина пулнине пӗтермен. Салонра водительсӑр пуҫне ҫынсем пулнӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе хыпар ҫук.
Канаш тӑрӑхӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 16 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Ведомство следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Каччӑ тусӗсемпе пӗрле Канашри Симӗс урам ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Вӑл шыва кӗрсен чыхӑнса кайнӑ та путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: каччӑ ишме пӗлмен, юнашар аслисем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
28 ҫулти Мускав каччи Улатӑрти мӑнастирсенчен пӗрне ӗҫлеме тесе килнӗ. Ҫула пӗччен тухман, Самар хулинчи тусӗпе. Юлташӗ Мускав арҫыннинчен вӑхӑтлӑха телефон ыйтса илнӗ, инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Мускаври ҫамрӑк арҫыннӑн сӑнӳкерчӗкне те ыйтнӑ. Кайран Самар этемми «симкӑсене» ылмаштарма сӗннӗ. Кӑштахран хайхискер мӑнастиртен тухса кайнӑ.
Ырӑ маррине сиснӗ Мускав арҫынни полицие кайнӑ. Унччен вӑл хӑйӗн банк карттисемпе усӑ курмалла мар туса хунӑ-ха.
Самар арҫыннине йӗрке хуралҫисем Улатӑрти хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Вӑл 9 пин тенкӗлӗх 2 кредит илме, тусӗн банк картти ҫинчен 2 пин тенкӗ илсе ӗлкӗрнӗ.
Вӑрӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Улатӑрти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнӗ.
Вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, хытах пиҫсе кайнӑ унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Элӗк районӗнчи Шапкин ялӗнче пурӑнакан 49-ти, 50-ри, 63 ҫулти арҫынсем тата 60-ти хӗрарӑм пахалӑхсӑр эрех ӗҫсе вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ялти тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм килте эрех сутнӑ. Утӑ уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче ҫак ҫынсем унран эрех туяннӑ. Унра вара метил спирчӗ нумай пулнӑ.
Вӗсем ӑна ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ та вилнӗ. Ҫитес вӑхӑтра следователь айӑплӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарма суда хутпа тухасшӑн. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхине 5 сехет ҫурӑра «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Улатӑр» ҫул ҫинче, Улатӑр районӗнче, 30 ҫулти водитель аварире вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, водитель руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Хӑй пиҫиххипе ҫыхӑнманран чӳречерен тухса вӑркӑннӑ. Ун ҫине хӑйӗн машини кӗрсе кайнӑ.
Шел те, водитель ҫав вӑхӑтрах вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм икӗ хутчен улталаннӑ. Иккӗшӗнче те «МММ» компание пула. Пӗрремӗшӗнче — ҫав ушкӑна укҫа хурса, тепрехинче — укҫана каялла илес тесе.
Пӗр кунхине ун патне палламан этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе «МММ» компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Эпир хӑй вӑхӑтӗнче улталаннӑ ҫынсене укҫа тавӑрса парассипе ӗҫлетпӗр тесе каланӑ. 65-ри хӗрарӑм компанин акцине темиҫе ҫул каялла, чӑн та, туяннӑ. Укҫана тавӑрас тесен 23 пин тенкӗ комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кӑштахран ӑна 700 пин тенкӗлӗх сертификата 64 пин тенкӗпе туянма сӗннӗ. Вара хӗрарӑм сисчӗвленнӗ, тек укҫа куҫарса паман.
Чӑваш тухтӑрӗсем пневмоние пула сывлӑш пӳлӗннипе нушаланакан ҫынна тӗрӗслесшӗн мар, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк, тухтӑрсем оборудование перекетлеҫҫӗ. Ҫапларах ҫырса хунӑ Юрий Шакеев ятлӑ ҫын Фейсбукра.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий ӳсӗрме тытӑннӑ, юн пусӑмӗ ӳссе кайнӑ, сывлӑш пӳлӗннӗ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ, бригада капельница лартнӑ, кислородпа сывлаттарнӑ. Кӗҫех арҫынна каллех япӑх пула кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш хула пульницинче кӑшӑлвирусран ПЦР-тест тунӑ. Вирус ҫирӗпленменрен кардиологи пульницине чӗре чирӗпе вырттарнӑ, ҫирӗпленмен пневмони тесе ҫырса хунӑ.
Ӳпке шыҫнине палӑртас тесен компьютер томографийӗ тумалла. Юрий 160 килограмм таять, врачсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн виҫипе томографа ватма пултарать. Юрий тӑванӗсем Чӑваш Енри патшалӑх тата уйрӑм ҫын клиникисене ҫитнӗ, анчах тивӗҫлӗ аппарат тупӑнман. Ӑна е Хусана, е Мускава илсе кайса тӗрӗслеме сӗннӗ. Кӑшӑлвирус ҫирӗпленмерен ӑна ҫав инфекцирен сиплемеҫҫӗ. Арҫын вара япӑхсах пырать, ӑна интенсивлӑ терапи палатине куҫарнӑ...
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Ҫав кун Кӗтне Пасар ялӗнчи пӗвере арҫын путни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ, ӑна ҫыран хӗррине илсе кӑларнӑ та полицие панӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 2 ҫын путса вилнӗ. Ҫак тӗслӗхсен 95 проценчӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленни, пули-пулми ҫынна илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Ултавҫӑ-хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнать иккен.
Хӗрарӑм ҫынна шанакансене паллашу сайчӗ урлӑ тупнӑ. Хӑшӗсене вӑл сипленме укҫа кирлӗ, теприсене бизнеса аталантарма кирлӗ, виҫҫӗмӗшӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшанҫи пулнӑ. Капкӑна ытларах чухне арҫынсем ҫакланнӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, улталанакансем тата та нумайрах, вӗсем полицие хальлӗхе пурте пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |