
Канаш хулинче ача ҫуратмалли уйрӑма юсанӑ чухне инкек пулнӑ. Унта шар курнӑ арҫын больницӑра куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ СФледстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Инкек авӑн уйӑхен 14-мӗшӗнче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрӗнче пулса иртнӗ. Ача ҫуратмалли тата гинекологи уйрӑмӗсене юсанӑ чухне вут хыпса илнӗ. Гидроизоляци тӑвакан рабочи пиҫсе кайнӑ. Шар курнӑскере больницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах унта унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пакунлисем ку ӗҫе тӗпченӗ май суд экспертизи туса ирттереҫҫӗ, ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ документацие тишкереҫҫӗ.

Смоленск облаҫӗнче «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче пирӗн ентешӗмӗр те пур.
Вӑл — «Шупашкарти агрегат завочӗ» промышленность компанийӗнче ӗҫлекен Сергей Анисимов. «Слесарь-инструментальщик» номинацире вӑл виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн ӑна 300 пин тенкӗ преми парса хавхалантарнӑ.

Шупашкар хулинче пӗр рабочи ӗҫре йывӑр суранланнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ. Хулари Зоя Яковлева урамӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен электрогазосварщик 4-мӗш хутран 2-мӗш хута персе аннӑ. Арҫын вентиляци шахтине кӗрсе ӳкнӗ.
Инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, строительство организацийӗнче ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем ҫителӗклӗ тӑрӑшман.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочи вилнӗ. Инкек кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пулнӑ.
Бетон пусмана лифт шахтипе антарнӑ чухне вӑл персе аннӑ та 26 ҫулти монтажника лапчӑтса хунӑ. Суранланнӑ ҫамрӑк инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсем пырса ҫитнӗ, вӗсем пӑтӑрмаха куракансемпе калаҫнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнассишӗн кам яваплине палӑртӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, «Акварельте» ҫурт тунӑ чухне унччен те инкек пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 3 арматурщик 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӗсем юр айне пулнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Ун чухне, Турра шӗкӗр, никам та вилмен.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
