Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.
Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.