Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫей» партин пайташӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн директорӗ Юрий Попов машинӑпа ҫул хӗррипе пынине видеорегистратор ҫине ӳкерсе илекенсем тупӑннӑ.
Вӑл К781ЕУ 21 номерлӗ «Мерседес» автомобиль рулӗ умӗнче ларса пынӑ. Машина Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен.
Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» порталта ҫырса кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсакан ҫав ҫын тепӗр икӗ уйӑхран 60 ҫул тултарӗ. Ҫамрӑк мар пулин те вӑл ҫул айккипе кайма хирӗҫ мар иккен.
Депутата ҫул айккипе иртсе кайма тепӗр машина кансӗрленӗ. Анчах кӑштахран Попов машини каллех ҫул айккипе сиксе тухнӑ. Хӑйне кансӗрленӗ водителе вӑл ятлсшӑн пулнӑ имӗш, анчах лешӗ телефонпа ӳкернине курсан хӑйне тытса чарнӑ-мӗн.
Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ.
22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ.
Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Ӗнер Шупашкарта «Волга» ҫӑмӑл машина хыпса илнӗ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал хыпарланӑ. Марков урамӗнче ларнӑ транспорта сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ пушарнӑйсем пулӑшнӑ. Апла пулин те машина усӑ курма юрӑхсӑр. Вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ, ӑна тимӗр-тӑмӑра ҫеҫ ӑсатайӑн.
Шупашкарта ӗнер тата тепӗр ҫӗрте те автомобиль ҫуннӑ. Вӑл та — хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑскер. Николаев урамӗнче «ВАЗ-2114» машина хыпса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсен чаҫӗ ҫывӑхрах пулнӑран пушарнӑйсем ҫулӑма самантрах сӳнтернӗ.
Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокуратури «Сӑрҫи» заповедникри пушра сӑлтавне тӗпченӗ.
Надзор органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 11,5 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑм вӑрман фондне 13 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Вӑрманта пушар тухни ҫын тимсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Тӗпчев материалӗсене прокуратура следстви органӗсене ярса панӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 261-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вӑрмансене тӗп туни е сиен кӳни) килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарассине татса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине ҫутҫанталӑк прокуратури хай тӗрӗслесе тӑрӗ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ.
Паян ҫӗрле Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Ку инкек Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ патӗнче пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 23 ҫулта пулнӑ, вӑл 11 хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хӗр мӗнле майпа ӳкнине тӗпчет.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ.
Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ.
Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.
Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман.
Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен.
Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ.
Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ.
Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |