Шупашкар хулинче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах — ҫынна шаннипе.
Арҫын йӗрке хуралҫисене пӗтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче ун патне Мускаври право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын (шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ) ҫыхӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм унран тӗнче тетелӗ урлӑ медицина таварӗ туяннипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын илнине пӗлтерсен сутуҫӑна явап тыттарассине, фирма клиенчӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци тӳлессине пӗлтернӗ.
Арҫынтан тӗрлӗ сӑлтав тупса икӗ уйӑх хушши укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне инкассатор машини ярса пама шантарнӑ, вӑл вара компенсаци укҫине тавӑрса парӗ тесе ӗнентернӗ.
Арҫын тусӗсемпе пӗлӗшӗсенчен 2,5 миллион тенке яхӑн кивҫен илсе палламан ҫынсем каланӑ счётсем ҫине куҫарса янӑ. Ултавҫӑсен капкӑнне лекнине вӑл хӑйӗнчен тата тепӗр ҫур миллион тенкӗ ыйтсан тӗшмӗртсе илнӗ.