Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршывра пурӑнакан «савнине» 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑм арҫынпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пӗр-пӗрин патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ӑсатнӑ. Хайхи этем хӑйӗн пирки Канадӑран, халӗ Йемен хулинче службӑра тӑратӑп тесе каланӑ. Арҫын авланас кӑмӑллине (хӗрарӑм ҫемье ҫавӑрма ӗмӗтленнине сиснӗ пуль ҫав ӗнтӗ) пӗлтернӗ.
Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмпа ҫывӑхрах паллашма тата ҫемье ҫавӑрма Раҫҫее килме ӗмӗтленет. Анчах ҫул укҫине тата ытти тӑкака саплаштарма хӗрарӑмран ыйтнӑ вӑл. Вӑхӑтлӑха. Кайран йӑлтах саплаштарма шантарнӑ.
Ултавҫа хӗрарӑм 5 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл укҫана хӗрарӑм хӑйӗн ҫуртне сутса ярсан пухнӑ иккен.