Шупашкарта электросамокатлӑ ҫынсем инкеке лекеҫҫӗ. Электросамокатлӑ ҫынсемпе ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенче 34 инкек пулнӑ.
Асӑннӑ 34 тӗслӗхрен саккӑрӑшӗнче электросамокатпа пассажирсем ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнисене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкексенче ҫынсем электросамокатсем ҫинчен ӳксе аманаҫҫӗ: кӑкӑр шӑммине, пуҫне ыраттараҫҫӗ, аллисене тата янах шӑммине хуҫаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 250 ватран пӗчӗкрех хӑватлӑ самокатсемпе ҫӳреме права кирлӗ мар. Вӗсемпе тротуар тӑрӑх ҫӳремелле, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне утмалла. Хӑватлӑраххисене мопедпа танлаштарнӑ.