Ҫулла кашниех канма кайма ӗмӗтленет. Хӗлле ҫул ҫӳресех кайманнисем те халӗ ӑҫта та пулин ҫитсе килме ӗмӗтленеҫҫӗ. Киров облаҫӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑк та ҫаплах тӑвас тенӗ. Вӑл Краснодар крайӗнчи Сочие ҫитме ӗмӗтленнӗ.
Каччӑ самолёт-пуйӑспа мар, ҫула май машинӑпа кайма ӗмӗтленнӗ. Киров тӑрӑхӗнчен Шупашкара ҫитсен вӑл ҫула май машина шырама тытӑннӑ. Кӗҫех лартса кайма килӗшекен те тупӑннӑ. Анчах хайхи этем ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ, ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ.
Киров каччи каланине итленӗ. Кӗҫех вӑл 18 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн каччӑ Шупашкартан тӑван килне кайнӑ.