Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() mychu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче рабочие ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен. Кӑлтӑка хулари Мускав районӗн прокуратури тупса палӑртнӑ. «КАН» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ рабочисенчен пӗрне 2 уйӑх ытла укҫа тӳлемен. Парӑм 23 пин тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах строительство компанийӗн укҫа пулнӑ, анчах ӑна вӑл урӑх тӗллевпе усӑ курнӑ. Прокуратура директор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче предприятире ҫынсене шалу тӳлемен ытти тӗслӗхе те, тен, тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |