Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ тейӗн. Унӑн алимент парӑмӗ пухӑнса кайнӑ, вӑл вара ним пулман пек пурӑннӑ. Суд нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫур ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Алимент тӳлессинчен пӑрӑнса ҫӳрекенсене РФ Пуҫиле кодексӗн статйипе явап тыттарма пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑм тӗлӗшпе шӑпах ҫапла йышӑннӑ та.
Хайхине унччен административлӑ майпа явап тыттарса пӑхнӑ-ха, анчах хӗрарӑм тӑна кӗмен. Вӑл пӗр хутчен 1000 тенкӗ тӳленӗ те ҫырлахнӑ. Пӗчӗк ывӑлӗ умӗнчи алимент парӑмӗ вара хӑйӗн 350 пин тенкӗрен те иртсе кайнӑ.