Ҫак кунсенче ЧР ШӖМӗнче миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Андрей Смирнов патне тав ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Полици лейтенанчӗ ырӑ ӗҫе кӑҫал ҫуллах тунӑ-ха, анчах кун пирки ыттисем тав ҫырӑвӗ килсен кӑна пӗлнӗ.
Андрей Смирнов ун чухне каҫхине киле таврӑннӑ, ҫул ҫинче кӳршине курнӑ. Лешӗ такамӑн япалисене тупнине, вӗсен йышӗнче телефон пулнине пӗлтернӗ.
Хайхискерсем телефона ҫутнӑ кӑна – япала хуҫин амӑшӗ шӑнкӑравланӑ. 26 ҫулти хӗрӗ ҫухалнӑ-мӗн, унӑн куҫӗ япӑх курать, урамра ҫӳреме пӗлсех каймасть.
Полици лейтенанчӗ машина рулӗ умне ларнӑ та ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫуртсен картишӗсенче суккӑр хӗре шыранӑ. Темиҫе сехетрен вӑл ӑна тупнӑ, киле ҫитернӗ.
Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать.
Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем дачӑсенчен япаласем йӑкӑртма пултарнӑ ҫынсене асӑрханӑ. Лешсем михӗсем йӑтнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене тытса чарма тӑнӑ, анчах пӗр арҫын Александр Степанов участковӑя уринчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Тепӗр арҫын тӑватӑ йыттине Алексей Трифонов оперуполномоченнӑя тапӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрӑсем тарса ҫухалнӑ.
Пӗрне кӑштахран Ҫӗнӗ Шупашкарти уголовлӑ шырав пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Кириллов тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл полицейские ҫӗҫӗпе чикнӗшӗн ҫакланнӑ. Каярахпа тепӗр вӑрра та тытса чарнӑ.
Шалти ӗҫсе министрӗ Сергей Неяскин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Александр Степановпа Алексей Трифонова хӑрушӑ преступниксене тытса чарас ӗҫе хутшӑннӑшӑн премипе хавхалантарӗҫ. Аманнӑ участковӑй халӗ те пульницӑра выртать, оперуполномоченнӑя тухтӑрсем киле янӑ.
Паян 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ.
Ача шкултан таврӑннӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Вӑл ҫул варринче пынӑ чухне ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсен машини ҫапса кайнӑ.
Руль умӗнчи инспектор, ахӑртнех, ача ҫине пырса кӗрес мар тесе руле пӑрнӑ та кӗрт ҫине тӑрӑннӑ. Водитель салонран тухса арҫын ачана пулӑшма хӑтланнӑ. Телее, шкул ачи аманман.
Техникумра вӗренекен студенткӑна тӗрмене хупмасӑр пилӗк ҫуллӑха айӑпланӑ. Вӑл наркотике пула йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак хӗр «вӑрттӑн вырӑнтан» 25 тӗркем синтетика наркотикӗ (пӗтӗмпе 14 грамм) илсе кайнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вӗсене «вӑрттӑн вырӑнсене» пытарма пуҫланӑ. Ҫавӑн чухне ӑна полицейскисем ярса тытнӑ, наркотике туртса илнӗ.
Ҫак кунсенче студентка суд сакки ҫине ларнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫак хура ӗҫе тата кам хутшӑннине уҫӑмалатаҫҫӗ, ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чулхулара Шупашкарти таксиста вырӑнти таксистсенчен лекнӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Яндекс. Такси» службӑн Шупашкарти водителӗ Чулхулари Каяльянов урамӗнчи пӗр каферен тухнӑ та унӑн машинине аркатнине асӑрханӑ. Вӑл часрах чупса пынӑ, анчах хӑйне те патак лекнӗ.
Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ. «Чулхулара «чаевойсем» лайӑх теҫҫӗ. Клиентсен 90 проценчӗ 50 тенкӗрен сахалрах тӑк сдачӑна илмест. Анчах унта вырӑнти таксисисем 21-мӗш регионтан пулнине курсан хӗсеҫҫӗ», - «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ Шупашкарти пӗр таксист Денис.
Шупашкартан килнӗ таксистсене вырӑнтисем хӑратсах тӑраҫҫӗ-мӗн. «Эсӗ тепри пулӑн», «киле кай» йышши запискӑсене машина кантӑкӗ ҫинче хӑвараҫҫӗ.
Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ тем тума та хистет ҫав. Ҫакна пулах Улатӑрти хӗрарӑм полицейскисен аллине ҫакланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре 112 номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ. Линин тепӗр вӗҫӗнчи хӗрарӑм сасси Улатӑрти пӗр кафере бомба хуни пирки пӗлтернӗ.
Шӑнкӑравлаканӗ 29 ҫулти ӳсер хӗрарӑм пулнӑ. Чӑннипе вара кафере нимӗнле бомба та хуман. Ҫак хӗрарӑмӑн савнийӗ кафере уявра савӑннӑ-мӗн. Ку вара кӗвӗҫнӗ, ҫавӑнпа ҫак утӑма тунӑ та вӑл.
Хӗрарӑмӑн ӑссӑрла ӗҫӗшӗн явап тытма тивӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн саккун ҫирӗп явап тыттарать: 5 ҫул таранах ирӗксер хӑварма пултараҫҫӗ. Прокуратура ыйтнипе ӑна хальлӗхе арестленӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Патӑрьелти пӗр лавкка сутуҫи каҫхине укҫа шутланӑ. Хайхискер 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа пуррине асӑрханӑ.
Ӑҫтан тупӑннӑ вӑл? Лавккана кӗнӗ пӗр ҫын унпа таваршӑн тӳленӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Полицейскисен суя укҫа ӑҫтан тупӑннине те уҫӑмлатма тивӗ.
ШӖМ асӑрхаттарать: хӑвӑр енчӗке суя укҫа лекнине курсан кун пирки тӳрех полицие пӗлтермелле, вӑл мӗнле майпа сирӗн алла кӗнине аса илсе каласа кӑтартмалла.
Шупашкарта 38 ҫулти арҫынна, хӗрарӑмсен капӑрлӑх япалисене вӑрлаканскере, тытса чарнӑ. Вӑл таксире ӗҫленӗ, ҫакӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ – пассажирсен алки-вӑчӑрисене йӑкӑртнӑ.
Арҫын хӗр-хӗрарӑм машинӑна ларасса каҫхи клубсемпе ресторансен умӗнче кӗтсе ларнӑ. Хайхискере полицейскисем тытса чарни пирки телевизорпа репортаж кӑтартнӑ. Унӑн сӑнне курсан татах хӗрарӑмсем полицие пынӑ, ҫакскер вӗсен алка-вӑчӑрине вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Пӗри ав ҫапларах каласа кӑтартнӑ: арҫын кӗпе ҫухавинчен туртнине ҫеҫ туйса юлнӑ.
Хайхискер чеен хӑтланнӑ: салона ларнӑ хӗр-хӗрарӑма ыталама пикеннӗ, пуҫне вӗсен кӑкӑрӗ ҫине хунӑ. Лешсем хирӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра ку хӑвӑрт кӑна капӑрлӑх япалине хывса илнӗ.
Арҫын коллекци пуҫтарнӑ-ши – унӑн хваттерӗнче темиҫе тӗрлӗ капӑрлӑх тупнӑ. Халӗ полици вӑл тата кама шар кӑтартма пултарнине уҫӑмлатать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта такам машинӑсене пӑшалтан персе ҫӳренӗ. Ҫав ҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Машинӑсен чӳречисене 24 ҫулти каччӑ пневматика пӑшалӗнчен персе ҫӗмӗрнӗ иккен. Вӑл икӗ машинӑна сиенлетнӗ.
Машинӑсен хуҫисем ӗнер полицие пырса ҫӑхав ҫырнӑ. Ҫав икӗ машина пӗр картишре пӗр-пӗринчен аякра мар ларнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитсе йӑлтах тӗресленӗ. Вӗсем пӗр балкон ҫинче пневматика пӑшалӗнчен пенӗ пуля йӗррине асӑрханӑ. Шӑп та лӑп ҫакӑ киревсӗр ӗҫ тунӑ ҫынна тупса палӑртма май панӑ.
24 ҫулти каччӑ ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине ӑнлантарнӑ. Ҫав кун вӑл ӳсӗр пулнӑ, урама тухса пушӑ банкӑсене пӑшалтан пеме шутланӑ. Анчах хайхискер машинӑсене ӑнсӑртран сиенлетнӗ.
Каччӑна административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |