Икӗ полицейски ҫамрӑксене пушартан ҫӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ та унталла васканӑ.
Ҫав кун полици старшини Александр Федоров тата Евгений Ильин аслӑ сержант Шупашкарти Юрий Гарин-Михайловский урамӗнче патрулировани маршрутӗнче пулнӑ. Вӗсем тӗтӗм тухнине курнӑ та пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Хӑйсем вара ҫав вырӑналла утнӑ.
Ҫурт ҫывӑхӗнчи хуралтӑсем ҫунма пуҫланӑ-мӗн. Тӗтӗм пӳрте те кӗнӗ. Полицейскисем чӳречен пӑхнӑ. Тӗтӗмпе тулнӑ пӳлӗмре тӑватӑ ҫамрӑк ҫывӑрнӑ. Полицейскисем чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫамрӑксене илсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳре-шарапа полицейскисем рейда тухнӑ. Вӗсем фанфурик ӑҫта сутнине тӗрӗслесе ҫӳренӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче темиҫе аптекӑна тӗрӗсленӗ, киосксене те кӗрсе курнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спиртлӑ шӗвек сутнӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта тӗрлӗ тутӑллӑ тата шӑршӑллӑ спирт шӗвекӗсене сутма пӑрахнӑ иккен, асептолинпа одеколон ҫеҫ юлнӑ. Ҫапах ӗҫкӗҫсем ӑна та тиркемеҫҫӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче фанфурикпа туслӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Полицейскисемпе тӳре-шара унран объяснительнӑй илнӗ.
Фанфурик сутнӑ киосксемпе аптекӑсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунашкал тӗслӗхсене тупса палӑрта енӗпе малашне те ӗҫлӗҫ.
1991 ҫулта Шупашкарта арҫын ҫухалнӑ, анчах вӑл ҫуккине никам та сисмен-ши – шыраман та. Ун пирки 27 ҫултан, пурлӑх пайлама тӑрсан, ҫеҫ аса илнӗ.
Арҫын ӑҫта ҫухалнӑ? Вӑл йӗп мар-ҫке. Ыйтӑвӑн хуравне хӗрӗ тупма пулӑшнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернине 27 ҫул вӑрттӑнлӑхра тытса пурӑннӑ.
Халӗ хӗрӗ 47 ҫулта ӗнтӗ. Ашшӗне вӗлернӗ чухне вӑл 20-ре пулнӑ. 1991 ҫулта ашшӗпе хӗрӗ хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӗ ӑна тимӗр патакпа ҫапнӑ, лешӗ сывлама пӑрахнӑ. Хайхискер вилене посадкӑна, килтен 100 метр аяккарах, сӗтӗрсе кайнӑ та пытарнӑ.
Арҫынна 2004 ҫулта шырава панӑ. Кӑҫал вара хӗрне полиграфпа тӗрӗслеме шутанӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакӑ полицейскисене сисчӗвлентернӗ те. Вӗсем хӗрарӑмран тӗпчесе пӗлнӗ, лешӗ вара йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Цивильск урамӗнче, «ДИС» отель ҫывӑхӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Киа Рио» автомобиль тепӗр май ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра икӗ пассажир пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Ҫапах ҫакӑ савӑнтарать: кураканасем каланӑ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн вӗсем ура ҫинче пулнӑ.
Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, такси водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна наручник тӑхӑнтартсах илсе кайнӑ. Водитель 25-30 ҫулсенчи пек курӑнать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви «Яндекс. Такси» такси службипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫакна пассажирсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ.
Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ.
Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ.
Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем 43 ҫулти ентешӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем тӳрех ӑна шырама тытӑннӑ.
Полицейскисем ял таврашӗнчи вырӑнсене, вӑрмана ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма тепӗр кунхи кӑнтӑрла полици майорӗ Сергей Прохоров тупнӑ. Хайхискер ялтан 3,7 ҫухрӑмра, вӑрманта, ҫухалса ҫӳренӗ.
Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ, калаҫайман та. Полицейскисем наҫылкка туса ӑна вӑрмантан йӑтса тухнӑ. Ҫухалнӑскере вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм тӑна кӗрсен мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та мӗнле ҫухалса кайнине хӑй те сисмен иккен.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.
Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.
Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.
Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 20 сехет те 47 минутра Патӑрьелти пульницӑна 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе ҫитернӗ. Хайхискерӗн чӗркуҫҫи суранланнӑ.
Полицейскисем унпа мӗн пулнине уҫӑмлатнӑ. Арҫын пахчана мотоблокпа ҫӗр сухалама тухнӑ-мӗн. Вӑл унранах шар курнӑ. Хайхискер ҫӗре фрезапа сухаланӑ. Тӑрук мотоблок тӑпра ӑшне кӗрсе ларнӑ. Кил хуҫи ӑна сӳнтермесӗрех мала пынӑ та ӑна ҫӗкленӗ. Лешӗ малалла кайма пуҫланӑ, унӑн шӑлаварӗ мотоблокран ҫакланнӑ, сӗтӗрме тытӑннӑ.
Суранланнӑскере васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти полицейскисем суя эрех кӑларакан цех тупнӑ. Суя услам тӑвакан ҫынсен тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар ҫыннисем, маркӑламан, лицензисӗр эрех кӑлараканскерсем, пакунлисен куҫӗ тӗлне 2017 ҫул вӗҫӗнчех лекнӗ. Полицейскисем вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Хайхискерсем паллӑ маркӑсемлӗ эрех тесе хулана спиртлӑ шӗвек тата спирт кӳрсе килнӗ. Ҫавсенчен маркӑламан алкоголь туса кӑларнӑ.
Вӗсен цехӗ хула варринчех вырнаҫнӑ. «Усламҫӑсем» спирта кранран юхакан шывпах хутӑштарнӑ, кӗленчене питӗрнӗ те курттӑммӑн туянакан ҫынсене сутнӑ. Ҫапла суя эрех республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те сарӑлнӑ.
Полицейскисем цехра 2,5 пин литр эрех, 2,2 пин ытла литр спирт, кӗленчесене питӗрмелли станок, пушӑ кӗленчесем тата пӑкӑсем тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе 4 ҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |