Нумаях пулмасть Хусанта пурӑнакан 79 ҫулти арҫын Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялне масар ҫине килсен ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл арӑмӗн вилтӑпри ҫине пынӑ.
Вӑл таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицие пӗлтернӗ. Ватӑ арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ. Вӑл сипленмен чирсемпе нушаланни, кӑштах ывӑнсан та хӑйне япӑх туйма пултарни тата вӑйлӑрах хӑратнӑ.
Полицейскисем тата нимеҫӗсем районта йӑлтах шырасан арҫын киле электричкӑпа ларса кайнине уҫӑмлатнӑ. Хусанта ӑна пӗр станцире ҫынсем курнӑ-мӗн. Ҫавӑн чухне арҫынна чӑнах та япӑх пулса кайнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта 34 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Тавах Турра, вӑл тупӑннӑ, чӗрех. Кун пирки «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав ушкӑнӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: ҫак хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Пилӗк кунран унӑн упашки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм полицейскисем, нимеҫӗсем шыранӑ. Темиҫе кун кӑлӑхах пулнӑ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӑна тупнӑ. «Тупӑннӑ. Чӗрӗ», - кӗскен пӗлтернӗ шыравҫӑсем.
Арҫын хӑй ӗҫленӗ предприятие ҫаратнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Вӑл унтан тимӗр-тӑмӑр вӑрланӑ.
35 ҫулти арҫын чукун ҫул предприятийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр упранакан пӳлӗме кӗнӗ те унтан 5 тонна ытла лум вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 120 ытла пин тенкӗлӗх.
Арҫын ӑна хӑйӗн машини ҫине тиесе илсе тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Канаш арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл куншӑн колоние 5 ҫул таран ларма пултарать.
38 ҫулти арҫын килте хӑй тӗллӗн газ колонки лартнӑ. Вентиляцие вара хупланӑ. Ку чутах пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 22 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑрав ҫитнӗ. Фельдшерсем ҫитсе тӑнӑ, алӑка вара никам та уҫман. Вӗсем часрах полици чӗннӗ. Вырӑна Равиль Талипов тата Александр Урослов патрульнӑйсем ҫитнӗ.
Полицейскисем ҫитнӗ тӗле кил хуҫи алӑка уҫнӑ. Вӑл ҫемйи сӗремпе наркӑмӑшланма пултарни ҫинчен каланӑ. Йӗрке хуралҫисем хваттере кӗрсе чӳречесене уҫнӑ, 6-ри тата 17 ҫулти хӗрачасене, вӗсен 38-ти амӑшне васкавлӑ медпулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ. Вӗсем тӑнсӑр пулнӑ. Кил хуҫине вара полицейскисем хӑйсен машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ.
Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ.
Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ.
Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. Вӑл паян ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: 14 сехетре вӑл шкултан тухнӑ, Кадыков урамӗ еннелле утнӑ, анчах киле ҫитеймен.
Хӗрача кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 130 сантиметр ҫӳллӗн, ҫурӑм хыҫне хӗрлӗ-кӑвак рюкзак ҫакнӑ. Унӑн телефонӗ пӗрле пулман.
Хӗрача ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Канмалли кунсенче ШӖМ ӗҫченӗсем рейда тухнӑ, руль умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене тытнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче автоледисем те пулнӑ.
«Ӳсӗр водитель» рейд пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫав кунсенче пакунлисем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 1500 ытла тӗслӗхе шута илнӗ. 72 водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – хӗрарӑмсем. Вӗсем унччен те ҫула ӳсӗрле тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тытни паллӑ.
Канмалли кунсенче ҫул ҫинче вӑйлӑ аварисем пулман.
Чӑваш Енри полицейскисем Тутарстана командировкӑна кайсан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра хаклӑ йышши телефонсене кредитпа илнӗ. Хӑйӗн паспорчӗ вара суя пулнӑ.
Ҫыхӑну салонӗ иккӗленме тытӑннӑ. Вӗсем полицире заявлени ҫырнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын телефон кредитпа илнӗ, вӑл 100 пин тенкӗ ытла тӑнӑ. Арҫыннӑн паспорчӗ вара суя пулнӑ.
Пакунлисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл суя документа ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗнче туяннӑ. Чӑваш Ене килсе хаклӑ телефон туяннӑ, кайран ӑна сутма палӑртнӑ.
Вӑл ҫапла майпа икӗ телефон туянни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тӗслӗхре ӑна телефона кредитпа пама хирӗҫленӗ. Палӑртмалла: Тутарстанра ҫак арҫын пӗрре мар суд сакки ҫине ларнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче полици сержанчӗсем Сергей Савушкин тата Алексей Крючков дежурствӑра пулнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Хайхискер кӳршин хваттерӗнчен тӗтӗм тухнине пӗлтернӗ. Ун чухне ҫур ҫӗр ҫитнӗ ӗнтӗ.
Полици сержанчӗсем темиҫе минутранах унта ҫитнӗ. Арҫыни каланӑ тӑрӑх, кӳрши килтех пулмалла, анчах шаккасан уҫман. Йӗрке хуралҫисем строительство монтировки пулӑшнипе алӑка уҫса шала кӗнӗ, унта ҫӑра тӗтӗм пулнӑ.
Кил хуҫи ҫывӑрнӑ. Тӗпелте вара плита ҫинче кастрюль ларнӑ, унти апат ҫунса ларнӑ. Полицейскисем ҫулӑма сӳнтернӗ, арҫынна вӑратса урама тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |