«Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ.
Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ.
Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм пӗчӗк хӗрӗпе лавккаран таврӑннӑ. Унччен те пулман – вӗсем патне палламан арҫын пынӑ та пистолет тӗллесе укҫа пуррипе ҫуккине ыйтнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ачана ярса тытнӑ та часрах килелле утнӑ, унта полицие шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем арҫынна тытас тесе района ҫавӑрса илнӗ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Ҫынсем ҫав каҫ аллейӑра икӗ ӳсӗр арҫын пневматика пӑшалӗнчен плафонсене пенине курнӑ-мӗн.
Каярахпа ҫак арҫынсем видеокамерӑна лекнӗ. Ҫапла майпа вӗсене тытса чарнӑ.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр ҫынна пӗчӗк кӗленчепе сӑмакун сутнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, шӗвек хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑман. 53 ҫулти хӗрарӑма куншӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Хайхискер полицейскисене тавӑрас тесе хӑйсене айӑплама хӑланнӑ: лешсем килӗнче ухтарнӑ чухне укҫа вӑрланӑ-мӗн. Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑнман. Судья ӑна 1 ҫул та 2 уйӑх та 25 кунлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама палӑртнӑ
Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан хӗр кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна полицейскисене хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал аван уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патруле тухсан Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр чарӑнура хӗр тусӗпе эрех ӗҫнине курнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче кун пек тума юрамасть.
Хӗре пакунлисем служба машинине лартнӑ. Ку вара пикене килӗшмен – вӑл икӗ инспектора аллинчен ҫыртнӑ. Машина хускалсан хайхискер пӗр полицейские питӗнчен тапнӑ.
Хӗре тата унӑн тусне общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн 500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Полицейскисене шар кӑтартнӑ пике вара халӗ суд пуласса кӗтет.
Ҫӗмӗрле хулинче юпа уйӑхӗн 26-мӗш каҫхине полицейскисем лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна ҫӗр хута вӑратса лартнӑ. Куншӑн арҫын питех те савӑннӑ, пакунлисене тав тунӑ.
Ҫав каҫхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче, ШӖМӗн ҫул-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн ӗҫченӗсем: полицин аслӑ лейтенанчӗ Василий Григорьев тата полицин лейтенанчӗ Сергей Ядранский — Ҫӗмӗрле хули тӑрӑх патрульпе ҫӳренӗ. Джержинский урамӗнче вӗсем пӗр ҫуртран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем алӑкран тата чӳречесенчен шаккама тытӑннӑ. Вӗсем унта шалта ҫын пур пуль тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, йӑнӑшман. 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Часах ҫулӑм пурӑнмалли пӳрте ярса илнӗ. Полицейскисем кӳршӗсене те вӑратнӑ. Пушарпа кӗрешекенсене те вырӑна чӗнсе илнӗ. Вӗсем «хӗрлӗ автана» алхасма паман.
Кил хуҫи мунча хутнӑ иккен, хӑй ҫывӑрса кайнӑ.
Шупашкарта тӳре-шара тата полицейскисем саккуна пӑсса суту тӑвакан вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Кунашкаллисем Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт умӗнче пуррине тупса палӑртнӑ. Унта сутма тухса тӑнӑ ҫынсен суту тума документсем те, сертификат та пулман.
Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнӑ. Вӗсене районти административлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ.
Палӑртмалла: кунашкал административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн граждансене 1-2 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 3-7 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти Никитин Михаил Никитич ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ӑс-тӑнӗ арпашӑнать, хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.
Ватӑ ҫынна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем вӑл ҫухалнӑ кунах заявлени ҫырнӑ. «Унччен те вӑл ҫухалкаланӑ, анчах ӑна 1-2 кунран тупаттӑмӑрччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ветеранӑн мӑнукӗ Наталья.
Михаил Никитич 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫухалнӑ кунхине вӑл фуражка, хура пальто, шурӑ ҫӑмран ҫыхнӑ кофта, кӑвак шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ветеран пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 02 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Канашра пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм крипотвалюта илес тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл вӗсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм полицейскисене акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: икӗ уйӑх каялла вӑл тӗнче тетелӗнче биткоина укҫа хывса ҫӑмӑллӑнах ӗҫлесе илме май пурри пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер ҫавсемпе ҫыхӑннӑ, лешсем малтан 500 тенкӗ хывмаллине пӗлтернӗ. Анчах хӗрарӑмӑн ун чухлӗ укҫа пулман – вӑл кредит илнӗ.
Ку укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн лешсем каллех шӑнкӑравланӑ: «раскрутка» тума тепӗр 520 пин кирлӗ-мӗн. Хӗрарӑм ку суммӑна та куҫарса панӑ. Анчах темӗн чухлӗ кӗтсен те тупӑш пирки никам та, нимӗн те шарламан. Ҫавӑн чухне тин хӗрарӑм ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине ӑнланнӑ.
Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ.
Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика.
Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал кӑмпа нумай. Ӑна ҫиме юратакансем вӑрмана час-часах ҫӳреҫҫӗ. Анчах унта асӑрханулӑх пирки манмалла мар – ҫынсем ҫухалса кайнӑ тӗслӗхсем сахал мар. Ав Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ хӗрарӑм вӑрманта аташса кайнӑ. Юрать, вӗсене полицейскисем пулӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 20 сехетре йӗрке хуралҫисем патне виҫӗ хӗрарӑм ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Полицин аслӑ лейтенанчӗ Денис Антонов тата полици лейтенанчӗ Сергей Владимиров ҫак района пулӑшма кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑмсене хунарсемпе шыранӑ, вӗсемпе телефонпа ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Ку 2 сехете тӑсӑлнӑ. Полицейскисем вӑрмана 3 ҫухрӑм кӗнӗ, шӑпах унта хӗрарӑмсене тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |