Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнче иномарка ҫунма пуҫлани пирки пушарнӑйсем патне хыпар ҫитнӗ. Вӑл мӑкӑрланнине чи малтан автомастерской ҫыннисем асӑрханӑ. Ара, машина вӗсенчен инҫех мар ҫуннӑ.
Ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах ҫак ӗҫе кам тунине те палӑртмалла-ҫке-ха. Полицейскисем машна хуҫиех айӑплӑ тесе шухӑшланӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.
41 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл «Тайотӑна», 2008 ҫулта кӑларнӑскере, темиҫе уйӑх каялла туяннӑ. Хайхискер ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн лавккана кайса ҫунакан шӗвек илнӗ те машинӑна сапса ҫунтарса янӑ. Унран тимӗр каркас ҫеҫ тӑрса юлнӑ.