Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полицейскисем

Республикӑра

Полицейскисем пысӑк парти наркотик ҫулне пӳлнӗ. 100 доза яхӑн синтетика хутӑшӗ сиенлӗ ҫак йӑлапа туслӑ ҫынсем патне ҫитмӗ. Наркотике Чӑваш Енре, Мари Элта, Новгород облаҫӗнче сарма палӑртнӑ-мӗн.

Малтанах Шупашкарта кӳршӗ патшалӑхри икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем наркотик илсе килсе сарнӑ. Вӗсенчен 2 килограмм ытла наркотик туртса илнӗ. Унтан Самар облаҫӗнчи икӗ ҫынна тытнӑ. Вӗсем 7 килограмм наркотик кӳрсе кӗме хӑтланнӑ. Спайс тултарнӑ хутаҫсене вӗсем саппас кустӑрман камеринче пытарнӑ. Хайхискерсене Хыркасси постӗнче тытса чарнӑ.

Тепӗр ҫынна, Аслӑ Новгород ҫыннине, каярахпа тытнӑ. Шупашкарта тара илнӗ хваттерте пурӑнакан 21 ҫулти каччӑна та тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 3 килограмм наркотик хутӑшӗ пулнӑ. Пурин тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Палӑртмалла: туртса илнӗ наркотик 50 миллион тенкӗпе танлашать.

 

Республикӑра

Етӗрне районӗнчи полицейскисем автобуса чарнӑ. Унта вара Узбекистан ҫыннисем пулнӑ. Хайхискерсем Раҫҫейре саккунлӑ майпа пулман.

Узбексене Никольски салинче тытса чарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем Мускавра ӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне кайма тухнӑ. Полицейскисем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. Тӑххӑррӗшӗн Раҫҫейре пулмалли вӑхӑт иртсе кайнӑ-мӗн.

Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав кунах вӗсене 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен Раҫҫейрен каймалла, кунта вӗсем 5 ҫул килеймӗҫ. Водителе те лекнӗ. Ӑна та административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 13 сехетре Етӗрне районӗн тӗп пульницине 11 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Вӑл ӳсӗр пек курӑннӑ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрачана тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Шурӑ халатлисем ҫакна палӑртнӑ: 11-ти хӗрача ҫемйи кӗрекере ларнӑ хушӑра улма-ҫырла сӗткенӗ, йышне спирт кӗрекенскере, ӗҫнӗ.

Ачана япӑх пулсан тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла лекнӗ вӑл пульницӑна.

Полицейскисем уявра кӗрекере ларнӑ чухне аслисене тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасенчен куҫ вӗҫертмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://m.pg21.ru/news/44266
 

Политика

Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗнче, пӗр арҫын пӗчченех пикета тухнӑ. Оппозиционер пикета тухмалли вӑхӑта шӑпах уяв кунӗнче суйланӑ.

Ҫак ҫын халӑх нумай утакан вырӑна, Гагарин палӑкӗ умне, плакат йӑтса тухса тӑнӑ. Унта «Пора менять эту власть» тесе ҫырнӑ. Унта кунсӑр пуҫне 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ тесе ҫырнӑ.

Пикета тухнӑ оппозиционер ҫине ҫынсем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Полицейскисем те ун патне пынӑ, унран ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынпа мӗн пулни паллӑ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43967
 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ.

Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ.

Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра

Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн явап тытма тивӗ. Полицейскисем унӑн пахчинче 72 туна ҫак ӳсен-тӑрана тупнӑ.

Ҫак хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хуҫалӑхӗнче мӑкӑнь ӳснине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарса пемен, пачах тепӗр май - шӑварма, ҫумкурӑкран тасатма пуҫланӑ.

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пахчара мӑкӑнь ӳснине полицейскисем асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл наркотик курӑкне ӳстернӗ тесе айӑпласшӑн. Ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланине, ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнӑ.

Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ пакунлӑ ҫынна Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ӗҫрен хӑтарнине пӗлтерет.

Унсӑр пуҫне ШӖМӗн Комсомольскинчи районсем хушшинчи пайне ертсе пынӑ ҫынна та должноҫрен кӑларнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, яваплӑ должноҫри ытти ҫынна та ҫирӗп явап тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ, халӗ унпа малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл икӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсем вилмеллех аманнӑ.

Инкеке тата пӑтӑрмаха лекнӗ йӗрке хуралҫи ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман. Тухтӑрсем вӑл руль умне ӳсӗрле ларнине палӑртман.

Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ пакунлӑ ҫамрӑк этеме саккун 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

 

Республикӑра

Шупашкарти полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫей чиккине саккуна пӑсса каҫнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ҫак ҫын Таджикистанран. 2014 ҫулта ӑна Раҫҫее килме чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл саккуна пӑснӑ: пирӗн ҫӗршывра пурӑнмалли срок иртсен те киле таврӑнман.

Анчах арҫын Раҫҫее килмелли мел тупнӑ. Чӑн хушамачӗ-ячӗпе ӑна пирӗн ҫӗршыва кӗртменнине пӗлсе ятне улӑштарнӑ. Хайхискер ҫӗнӗ паспортпа кӑҫал Шупашкара ҫитнӗ.

Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42562
 

Республикӑра

Канаш районӗнчи пенсионер килте патрон упранӑ. Ку – саккуна пӑсни. 69 ҫулти арҫыннӑн сейфӗнче патронсем тупнӑ.

Тӗрӗссипе, полицейскисем ун патне сунар пӑшалне тӗрӗслеме килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӗсем сейфра патронсем тупнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын каланӑ тӑрӑх, ку ӑна 2001 ҫулта ашшӗнчен лекнӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Уголовлӑ кодексӑн 222-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарасшӑн. Куншӑн 4 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 18

1917
108
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй