Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Тӑватӑ ача амӑшӗ хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 30.07.2018 16:34 | 626 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ.

Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та.

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ.

Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук.

#Шупашкар, #шыравсем, #полицейскисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

22 ҫулти ҫухалнӑ каччӑн виллине тупнӑ
2018, 05, 24
Шыври инкексем чылай чух ӳсӗрле пулаҫҫӗ
2018, 06, 04
Мари Элти юханшыв хӗрринче ҫуркуннех ҫухалнӑ каччӑна тупнӑ
2018, 06, 12
Ватӑ арҫын вӑрманта пӗр талӑк шывсӑр, апатсӑр пулнӑ
2018, 07, 23
Тӑватӑ ача амӑшне шыраҫҫӗ
2018, 07, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org