Етӗрне районӗнчи полицейскисем автобуса чарнӑ. Унта вара Узбекистан ҫыннисем пулнӑ. Хайхискерсем Раҫҫейре саккунлӑ майпа пулман.
Узбексене Никольски салинче тытса чарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем Мускавра ӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне кайма тухнӑ. Полицейскисем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. Тӑххӑррӗшӗн Раҫҫейре пулмалли вӑхӑт иртсе кайнӑ-мӗн.
Йӗркене пӑснӑ ҫынсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав кунах вӗсене 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсен Раҫҫейрен каймалла, кунта вӗсем 5 ҫул килеймӗҫ. Водителе те лекнӗ. Ӑна та административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 13 сехетре Етӗрне районӗн тӗп пульницине 11 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Вӑл ӳсӗр пек курӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрачана тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Шурӑ халатлисем ҫакна палӑртнӑ: 11-ти хӗрача ҫемйи кӗрекере ларнӑ хушӑра улма-ҫырла сӗткенӗ, йышне спирт кӗрекенскере, ӗҫнӗ.
Ачана япӑх пулсан тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла лекнӗ вӑл пульницӑна.
Полицейскисем уявра кӗрекере ларнӑ чухне аслисене тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасенчен куҫ вӗҫертмелле мар.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗнче, пӗр арҫын пӗчченех пикета тухнӑ. Оппозиционер пикета тухмалли вӑхӑта шӑпах уяв кунӗнче суйланӑ.
Ҫак ҫын халӑх нумай утакан вырӑна, Гагарин палӑкӗ умне, плакат йӑтса тухса тӑнӑ. Унта «Пора менять эту власть» тесе ҫырнӑ. Унта кунсӑр пуҫне 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ тесе ҫырнӑ.
Пикета тухнӑ оппозиционер ҫине ҫынсем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Полицейскисем те ун патне пынӑ, унран ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынпа мӗн пулни паллӑ мар.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ.
Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ.
Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн явап тытма тивӗ. Полицейскисем унӑн пахчинче 72 туна ҫак ӳсен-тӑрана тупнӑ.
Ҫак хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хуҫалӑхӗнче мӑкӑнь ӳснине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарса пемен, пачах тепӗр май - шӑварма, ҫумкурӑкран тасатма пуҫланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пахчара мӑкӑнь ӳснине полицейскисем асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл наркотик курӑкне ӳстернӗ тесе айӑпласшӑн. Ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланине, ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ пакунлӑ ҫынна Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ӗҫрен хӑтарнине пӗлтерет.
Унсӑр пуҫне ШӖМӗн Комсомольскинчи районсем хушшинчи пайне ертсе пынӑ ҫынна та должноҫрен кӑларнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, яваплӑ должноҫри ытти ҫынна та ҫирӗп явап тыттарнӑ.
Комсомольски районӗнчи йӗрке хуралҫи асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ, халӗ унпа малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. 27-ри йӗрке хуралҫи «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. Ҫанталӑк условийӗ те начар пулнӑ. Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне вӑл икӗ арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсем вилмеллех аманнӑ.
Инкеке тата пӑтӑрмаха лекнӗ йӗрке хуралҫи ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман. Тухтӑрсем вӑл руль умне ӳсӗрле ларнине палӑртман.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ пакунлӑ ҫамрӑк этеме саккун 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Шупашкарти полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫей чиккине саккуна пӑсса каҫнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫын Таджикистанран. 2014 ҫулта ӑна Раҫҫее килме чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл саккуна пӑснӑ: пирӗн ҫӗршывра пурӑнмалли срок иртсен те киле таврӑнман.
Анчах арҫын Раҫҫее килмелли мел тупнӑ. Чӑн хушамачӗ-ячӗпе ӑна пирӗн ҫӗршыва кӗртменнине пӗлсе ятне улӑштарнӑ. Хайхискер ҫӗнӗ паспортпа кӑҫал Шупашкара ҫитнӗ.
Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи пенсионер килте патрон упранӑ. Ку – саккуна пӑсни. 69 ҫулти арҫыннӑн сейфӗнче патронсем тупнӑ.
Тӗрӗссипе, полицейскисем ун патне сунар пӑшалне тӗрӗслеме килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӗсем сейфра патронсем тупнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын каланӑ тӑрӑх, ку ӑна 2001 ҫулта ашшӗнчен лекнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Уголовлӑ кодексӑн 222-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарасшӑн. Куншӑн 4 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Кӗҫех республикӑра полицейскисене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Вӑл ӑҫта пулӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарта.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла Шупашкарта полицейскисене халалланӑ палӑка илнӗ. Ун вырӑнне стела лартнӑ. Палӑка вара Ҫӗнӗ Шупашкарта лартма тесе илсе кайнӑ.
Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ ветерансем пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлеме ыйтнӑ, проектпа смета документацине хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех стела эскизне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Ыркӑмӑллӑх счечӗ ҫине укҫа килме пуҫланӑ, ҫавна май строительство ӗҫӗ вырӑнтан тапраннӑ.
Эппин, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ полицейскисене халалланӑ палӑк кӗҫех пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |