Республикӑра
![]() Чӑваш Ен полицейскийӗсем Раҫҫейри темиҫе регионта наркотик саракан ҫынсен ӗҫ-хӗлне чарса лартнӑ. Ятарлӑ операцисем ирттернӗ вӑхӑтра 50 килограмм ытла сиенлӗ хутӑш туртса илнӗ. Ку пӗтӗмпе – 100 миллион ытла тенкӗлӗх. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулхулара пурӑнакан арҫынна пирӗн республикӑра тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне 1,5 килограмм наркотик сутма хатӗрленнӗ. Хайхискер Шупашкарти темиҫе районта «закладкӑсем» хунӑ. Юрать, унӑн машинине полицейскисем чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын курьер пулнӑ, Мускав облаҫӗнчен наркотик партине илсе кайса вырнаҫтарнӑ. Кӑшт каярах оперативниксем Орел облаҫӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна Мускавра тытса чарнӑ. Унӑн тара тытнӑ хваттерӗнче 30 килограма яхӑн наркотик упраннӑ. Хайхискер ӑна Мускавра, Питӗрте, Мускав, Чулхула, Тула, Калуга облаҫӗсенче, Чӑваш Енре сутма палӑртнӑ. Хальлӗхе полицейскисем наркобизнесри 12 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫавӑн пекех пӑхӑр |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |