Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти водитель 14 ҫулти хӗрача ҫине ятарласах кӗрсе кайни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачи тусӗпе пӗрле салона ларма килӗшмен-мӗн. Ку пӑтӑрмах нумай калаҫтарнӑ, калаҫтарать те. ЧР ШӖМӗ те айккинче юлман. Шалти ӗҫсен министрӗ Вӑрнар районӗнчи полицейскисем тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерме хушнӑ. Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗ уйрӑмах йывӑр преступление регистрацилеменни пирки ҫырнӑ. Аса илтерер: ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. 14-ри хӗрача тусӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. 49 ҫулти водитель вӗсене салона ларма сӗннӗ. Лешсем килӗшмен, уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул ҫине тухсан водитель 14-ри хӗр ҫине ятарласах кӗрсе кайнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |