Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Полицейскипе 20-ри ывӑлӗ сусӑр ҫамрӑка ҫунакан ҫуртран илсе тухнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 28.08.2018 21:17 | 362 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.

Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.

Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.

Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.

#Муркаш районӗ, #Сарчак, #пушарсем, #ҫамрӑксем, #сусӑрсем, #полицейскисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуса пенӗ
2018, 03, 10
Чӑваш каччи Мускав ҫывӑхӗнче таксиста вӗлернӗ те Канаша тарса килнӗ
2018, 04, 03
Ӗҫе кайма тухнӑ пушарнӑй виҫӗ арҫынна ҫӑлнӑ
2018, 04, 26
Икӗ полицейски тӑватӑ ҫамрӑка ҫӑлнӑ
2018, 08, 25
11 ҫамрӑка ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑплӗҫ
2018, 08, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org