Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман. Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |