Ҫӗмӗрлери йӗрке хуралҫине кӳршӗ республикӑри арҫын уринчен ҫыртнӑ. Куншӑн ӑна колоние ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑна ҫуртӗнче йӗркене пӑснӑ, хӑйне тивӗҫлипе тытман. Полицейскисем килнӗ, Хусан арҫынни вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.
Хайхи ӳсӗр арҫын урайне ӳксе пӗр полицейские уринчен ҫыртнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитерсе протокол ҫырнӑ. Халӗ суд пулнӑ. 35 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре Шупашкарти Спиридон Михайлов урамӗнче 18 султи каччӑна палламан ҫынсем тапӑннӑ. Вӗсем ӑна питрен газ баллонӗпе сирпӗтнӗ та ҫаратнӑ.
Каччӑн сумкине йӑтса тарнӑ. Унта вара енчӗк, сехет пулнӑ. Пӗтӗмпе – 47 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх. Каччӑ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех подъездра полицейскисем вӑрӑсене тупнӑ. Вӗсем – 20 ҫулти тата 21-ри каччӑсем. Вӑрланӑ япаласене вӗсен хваттерӗнче тупнӑ.
Палӑртмалла: ҫак ҫамрӑксем унччен те саккуна хирӗҫле ӗҫсем тунӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. Вӗсем Шупашкарти лавккасенчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑйсене вара кӳршӗ регионта тытса чарнӑ.
Мари Эл полицейскийӗсем вӗсене преступлени выранӗнче тытнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем Шупашкарта та ҫак ӗҫпех аппаланнӑ. Тӗслӗхрен, Мир проспектӗнчи лавккаран канфет тата олива ҫӑвӗ вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенке яхӑн.
Мари Элта татса чарнӑ ҫынсенчен пӗрне следстви вӑхӑтӗнче Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ыттисем кӳршӗ республикӑра, вӗсем ирӗкре мар, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан арҫын саккуна пӑсса тискер чӗрчунсене тытнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Ыхракасси тата Чӑваш Ишекӗ ялӗсен хушшинчи уйра ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем арҫын машинӑпа ҫӳренине асӑрханӑ. Унӑн машининче пӑшал тупнӑ, багажникре мулкач вилли выртнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 30 ҫулти арҫын тискер чӗрчунсене машинӑпа хӑваласа пенӗ. Кун пек тума вара юрамасть. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма та хатӗр.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса банк карточкине ҫухатни пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнах унӑн карточки ҫинчен 2500 тенкӗ ытларах ҫухалнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав кун лавккара тавар туяннӑ, киле кайнӑ чухне карточкӑна ҫухатса хӑварнӑ. Вӑл ӑна киоск умӗнче ӳкернӗ. Шӑпах ҫав киоскра карточка ҫинчен ҫухалнӑ укҫапа такам таваршӑн тӳленӗ.
Карточкӑна унти сутуҫӑ тупнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн киоскӗнче унпа усӑ курса апат-ҫимӗҫ туяннӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн.
Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Вырӑна следовательсем, полицейскисем, тухтӑрсем килнӗ. Судмедэкспертсем те пынӑ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, ватӑ хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл 80 ҫулсенчи пек курӑнать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗр ашшӗ-амӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, унтан таврӑннӑ та – килте кӗрӗк, робот-пылесос, тонометр ҫук. Пӗтӗмпе 35 пин тенкӗлӗх пурлӑх ҫухалнӑ. Кам вӑрланӑ?
Полицейскисем ку ӗҫе 32 ҫулти арын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Арҫын хваттерсем патне кӗмелли алӑка уҫӑпа уҫса шала кӗнӗ, унтан хваттере лекнӗ. Арҫын хӑйне килӗшнӗ япаласене йӑтса тухса кайнӑ. Кӗрӗкне вӑл тепӗр пӗлӗшне парнелеме палӑртнӑ, ыттине сутма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗлкӗреймен. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытнӑ, япаласене хуҫине тавӑрса панӑ.
Полицире арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав хӗр унӑн пӗлӗшӗ, хваттер уҫҫине ӑна хӑйех панӑ.
Пӗр арҫын вокзалта маска тӑхӑнман. Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнса ҫӳреме йышӑннӑ.
Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне унччен те пулнӑ. Ун чухне те вӑл маска тӑхӑнман. Арҫын хальхинче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнине курсан йӗрке хуралҫисем ун патне пынӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ.
Палӑртмалла: унччен арҫынна полицейскисем асӑрхаттару панӑ. Анчах ку та ӑна йӗркене пӑхӑнма хистемен. Хальхинче ӑна 7500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнче ЧР Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем «Тойотӑна» чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ хӑнк та туман, иртсе кайнӑ.
Пакунлисем ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Водитель машинине вӑрман хӗррине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ. Анчах инҫе каяйман – ӑна кӗҫех ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗ тытса чарнӑ.
Тытса чарнӑ чухне арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман: йӗрке хуралҫисен тумне ярса тытнӑ, тарма хӑтланнӑ. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави пулман. Ӑна 4 статьяпа килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |