Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем сӑмавар вӑрлакансене тытса чарнӑ. Вӗсем пӗр машинӑра вӑрланӑ япаласем пулма пултарни пирки вӗсене пӗлтернӗ.
Кӗҫех полицейскисем Ҫӗрпӳ районӗнче ВАЗ-2111 машинӑна чарнӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр тултарса лартнӑ. Тимӗр-тӑмӑр ӑшӗнче ҫав икӗ ҫын вӑрланӑ икӗ сӑмар пытарнӑ.
Ҫак ҫынсене вырӑнти полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сӗм тӗттӗмре Куславкка районӗнче кинемей ҫулпа утнӑ. Иртсе каякан водительсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Сергей Моисеев аслӑ инспектор тата Михаил Кучков инспектор вырӑна ҫитнӗ, тӗттӗм тум тӑхӑннӑ кинемее шыраса тупнӑ. Ватӑскер тӗттӗмпе лайӑх курӑнман та.
Хӗрарӑм хӑй ӑҫта пулнине, хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Полицейскисем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, водительсенчен ку кам пулма пултарни пирки ыйтса пӗлнӗ. Пӗри Куславкка районӗнчи хӗрарӑма палласа илнӗ. Вӑл ӑс-тӑнӗпе арпашӑнать-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ватӑскере тӑванӗсем патне илсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑма шыранӑ. Полицейскисем ӑс-тӑнӗпе арпашӑннӑскере вилӗмрен ҫӑлнӑ.
74 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра килтен тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӗсем районтан хулана илсе килнӗ. Ватӑскер ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарнӑ.
Килте никам та ҫук чухне хӗрарӑм тухса кайнӑ. Вӑл ҫухалнине 2 сехетрен тин асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ. Вокзалсенче, подъездсенче, лавккасенче шыранӑ – тупайман.
17 сехет те 40 минутра хӗрарӑма ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хваттере илсе килнӗ. Экипаж патруль вӑхӑтӗнче пӗр ҫын промзона еннелле утнине курнӑ. Вӑл шӑпах ҫав хӗрарӑм пулнӑ. Взвод командирӗн ҫумӗ Алексей Васильев тата Николай Бардулин инспектор ун патне пынӑ та вӑл ҫухалнӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ.
Владимир облаҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче паян машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Ку ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ йӑтӑнса аннипе ҫыхӑннӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 13 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнчи Лакинск патӗнче машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Йывӑр тивелӗ машина ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа йӑтса антарнӑ.
Аманнисем пулман. Вырӑнта полицейскисем ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра машинӑсене икӗ еннелле те яман.
Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫухалнӑ хӗрарӑма шыранӑ. Тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл вилнӗ.
Хӗрарӑм каҫхине аппӑшӗ патне кайма тухнӑ. Анчах унта вӑл ҫитеймен. Ирхи 4 сехетре вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ та темӗнле вӑрманта пулнине, шӑнса хытма пуҫланине каланӑ. Кайран телефона пачах тытман.
Хӗрарӑма полицейскисем, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыранӑ. Пӗр предприяти хуралҫи ӑна курса юлнӑ иккен. Вӑл каласа кӑтартнипе ӑҫтарах шырамаллине ӑнланнӑ. Вӑхӑт кӑштах ҫеҫ иртнӗ – шырав чарӑннӑ. Хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ…
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин машинине сехӗрленсе ӳкнӗ хӗрарӑм чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫурт балконӗ хӗрринче, пиллӗмӗш хутра, хӗрарӑм тӑнӑ.
Полици лейтенанчӗ Александр Григорьев часрах подъезда чупса кӗнӗ /алӑка кӳршисем уҫнӑ/, миҫемӗш хваттер пулма пултарнине шутласа тупнӑ. Шаккасан балкон ҫинче тӑракан хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисем уҫнӑ. Вӗсем хӗрӗ хӑрушлӑхра пулнине пӗлмен те.
Ҫав вӑхӑтра полици лейтенанчӗ Дмитрий Ярлыкин урамра хӗрарӑмпа калаҫса тӑнӑ, хӑрушӑ утӑм тӑвасран ӳкӗтленӗ. Александр Григорьев хваттере кӗрсен хӗрарӑма вӑйпах каялла илсе кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медрулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти пӗр ватӑ хӗрарӑмӑн хваттерӗнче ҫар припасӗсем пытарнӑ вӑрттӑн вырӑн тупнӑ. Ӑна мӑнукӗ хӑварнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫынна кунсӑр пуҫне Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче йывӑр преступеленисем тунӑшӑн айӑпласшӑн.
Хваттер пӳлӗмӗнче полицейскисем ҫар припасӗсем тупсан кинемей питӗ тӗлӗннӗ. Унта пистолет, патронсем пулнӑ. Кинемее пӑхсан мӑнукӗ хваттерте ҫар припасӗсем хӑварни пирки пач та пӗлменни паллӑ пулнӑ.
Ватӑ хӗрарӑман мӑнукӗ киле часах таврӑнмӗ. Ют ҫӗршывра преступлени тунӑшан ӑна тӗрмене хупнӑ.
Шали ӗҫсен органӗнче ӗҫлекен 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗн 3,3 миллион тенкине хайӗн кӗсйине чикме хӑтланнӑ. Вӑл ӑна ҫак укҫапа икӗ пӳлӗмлӗ 4 хваттер туянма пулать тесе ӗнентернӗ.
Анчах йӗрке хуралҫи хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем татса чарнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчӗҫҫӗ.
Паян пӗтӗм Шупашкар ура ҫине тӑнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӑшаллӑ арҫын ҫӳренине курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха паян хулара?
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын 11 сехетре хӑйӗн хваттерӗнче, Гузовский урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра, пӑшалтан пенӗ. Унтан вӑл подъезда тухнӑ. Кун пирки арҫыннӑн тӑванӗ полицие пӗлтернӗ.
Пӑшаллӑ арҫынна полици нарячӗ шырама тытӑннӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине «Хӑрушсӑр хула» камерисемпе сӑнанӑ: арҫын Гузовский урамӗнчен Горький проспекчӗ еннелле утнӑ.
1,5 сехет ҫурӑран ӑна Сверчков урамӗнче, Атӑл хӗрринчи вӑрманта, тупнӑ. Вӑл полицейскисене курсан тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна ҫавӑрса илнине ӑнансан хайхискер хӑйне тӗллесе пенӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Юрать-ха, урӑх никам та аманман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |