Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полицейскисем

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи 17 ҫулти каччӑн Шупашкара савни патне каймалла пулнӑ. Вӑл автобуспа мар, амӑшӗн машинипе ҫула тухнӑ.

ВАЗ-21110 машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем Шупашкар округӗнчи Карачура патӗнче чарнӑ. Документсене тӗрӗслеме тӑнӑ та – водитель 17 ҫулта кӑна иккен, унӑн водитель прави ҫук.

Вӑл инспекторсене Вӑрнар округӗнчен Шупашкара кайма тухнине, машина амӑшӗн пулнине каланӑ. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах лешсем ҫыхӑнӑва тухман. Ҫавӑнпа ҫул ҫитмен ҫамрӑка Вӑхӑтлӑх усрамалли центра илсе кайнӑ. Машинӑна вара штрафстоянкӑна илсе ҫитернӗ.

Каччӑ тата ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче 31 ҫулти хӗрарӑма хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр машинӑран иртсе кайма тӑнӑшӑн водитель правинчен хӑтарнӑ. Кайран вӑл правасӑрах машинӑпа ҫӳренӗшӗн пӗрре мар явап тытнӑ.

Анчах уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вал каллех руль умне ларнӑ. Ӑна Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче пакунлисем чарнӑ.

Суд ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хӗрарӑма 1,5 ҫул права памӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2 млн тӑракан машинина патшалӑх валли конфискациленӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче икӗ арҫын пистолетран сывлӑшалла пенӗ. Вӗсене тытса чарнӑ.

Мӗн пулса иртнӗ-ха унта? 37 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫутӑ-сасӑллӑ патронлӑ пистолета 2021 ҫулта хӑйне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе туяннӑ. Ӗнер вара тусӗпе эрех ӗҫнӗ те ӑна пистолетран персе пӑхма сӗннӗ.

Полицейскисем пистолета туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна парӗҫ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Вӑрнар округӗнче патрульпе пост службин инспекторӗсем урамра юр ҫинче арҫын выртнине асӑрханӑ. 50-ри арҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Инспекторсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Ҫапла вӗсем арҫынна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ. Сӑмах май, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юр ҫунӑ вӑхӑтра юр ӑшне кӗрсе ларнӑ водительсене те пулӑшаҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче арӑмӗпе упӑшки тата вӗсен ывӑлӗ водитель прависӗр тӑрса юлнӑ.

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Услӑ Пукаш ялӗнче «Рено Дастер» автомобиле чарнӑ. Анчах водитель хӑнк та туман, пушшех те – хӑвӑртлӑха ӳстерсе тарма тытӑннӑ.

Инспекторсен ӑна нумай хӑвалама тивмен – водитель юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Унта та пулин машинине пӑрахса тарма хӑтланнӑ. Ӑна кил картишӗнче тытса чарнӑ.

Хайхискер ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл лавккана эрех туянма кайнӑ иккен. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Кайран ҫакӑ та ҫиеле тухнӑ: нумаях пулмасть унӑн арӑмӗ те, ывӑлӗ те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн правасӑр юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16813
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 15-ри каччӑ машинӑпа полицейскисенчен тарса юр купи ҫине пырса кӗнӗ.

Ку Лазо урамӗнче пулнӑ. Ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем «Лада» машина хӑрушӑ маневрсем туса пынине асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ, анчах водитель тарма пуҫланӑ. Анчах та инҫе каяйман – ҫул хӗрринче купаланса выртакан юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ: ҫул ҫитмен каччӑн водитель прави ҫук.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Ӗнер ирхи 8 сехетре Комсомольскинче полицейски 61 ҫулти арҫынна вилмеллех таптаса кайнӑ.

Инкек Савут урамӗнче пулнӑ. Арҫын «зебра» ҫук вырӑна ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ чухне ун ҫине «Хавал» машина пырса кӗнӗ. Кроссовер рулӗ умӗнче ШӖМӗн Комсомольски районӗнчи уйрӑмӗн полицейский, участковӑй, ларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ӳсӗр пулман. «За рулем» портал акӑ мӗн хыпарлать: машина айне пулса вилнӗ арҫын — Элпуҫ ялӗнчен, унӑн ывӑлӗ хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Аварие курнӑ ҫынсем «Хавал» пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине каланӑ, арҫын урлӑ каҫсах кайнӑ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӑваш Енре ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем пӗр кунра ҫул ҫинче 21 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Вӗсем ӗнер, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, рейд ирттернӗ.

Тытса чарнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те, ачасене лартса ҫӳрекенсем те пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнчи полицейскисем 60 ҫулти арҫынна ултавҫӑсен серепине лекесрен ҫӑлнӑ. Вӑл чутах палламан ҫынсене 1 млн ытла тенкӗ куҫарса паман. Юрать, ӑна, банка кайма тухнӑскере, полицейскисем тытса чарнӑ.

Ҫак арҫынпа мессенджер урлӑ палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна хӑратса пӗтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Арҫын укҫа куҫарас тесе банка кайма тухнӑ, палламан ҫынна 1 млн тенкӗ ытла (ҫав шутран пӗр пайӗ кредит) куҫарса пама хатӗрленнӗ.

Полици уйрӑмне илсе кайсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_264304
 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

«Фольксваген» машинӑн кустӑрми ҫул ҫинчех тухса ӳкме пуҫланӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул хӗрринче чарӑннӑ та тухса ӳкнӗ болтсене шыранӑ.

Шӑп ҫав вӑхӑтра Иван Пиняевпа Георгий Тихонов полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкартан тухнӑ ҫӗртен иртсе пынӑ. Ҫул хӗрринче машина ларнине, хӗрарӑм темскер шыранине курсан чарӑннӑ.

Инспекторсем хӗрарӑма кустӑрмана улӑштарма пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна ҫывӑхри заправкӑна ҫити ӑсатсах янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Ҫурла, 30

1905
121
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫуралнӑ.
1975
51
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри вилнӗ.
1976
50
Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минералоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
1991
35
«Хыпар» хаҫат хӑйӗн малтанхи ятне тавӑрнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй