Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Лавкка вӑррине шыраса йытӑ кӳршӗ яла ҫул тытнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Софья Савнеш 20.03.2019 18:24 | 310 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Типҫырма ялӗнчи лавккана ҫаратма хӑтланнӑ. Сутуҫӑ ирхине ӗҫ вырӑнне ҫитсен лавкка котельнӑйӗн алӑкне ҫӗмӗрнине асӑрханӑ та полицейскисене чӗннӗ. Такам мачча тӑррине хӑпарса шала кӗме хӑтланнӑ, анчах ӗҫне пурнӑҫлайман.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Аслӑ сержант тата кинолог Артем Артемьев Яна ятлӑ йыттипе ӗҫе пикеннӗ. Кинологпа виҫӗ ҫул ӗҫлекен йытӑ хальхинче те йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑ.

Яна вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳксе пакунлисене кӳршӗ яла ертсе кайнӑ. Хайхи йытӑ хирӗҫ килекен арҫын тӗлӗнче чарӑннӑ. 40 ҫулти арҫыннӑн, унччен те судпа айӑпланнӑскерӗн, лавккана кӗме хӑтланни пирки каласа пама тивнӗ. Вӑл унта эрех патне кӗресшӗн пулнӑ.

#полицейскисем, #вӑрӑсем, #Красноармейски районӗ, #Типҫырма, #лавккасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55975
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Икӗ арҫын икӗ сурӑх багажнике мӗнле лекнине тӳрех ӑнлантарайман
2019, 01, 31
Машинӑсене ҫаратнӑ каччӑсене тытса чарнӑ
2019, 02, 08
Ӳсӗр ҫынна патакпа хӗненӗ участковӑя суд тӑвӗҫ
2019, 02, 12
Ҫармӑс хӗрарӑмӗ Шупашкарта вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ
2019, 02, 25
Арҫын хӗрарӑм курткине вӑрланӑ
2019, 03, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org