Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр лавкка умӗнче йытӑ ҫурине вӑрланӑ. Хуҫи ҫав вӑхӑтра лавккана кӗнӗ, йытӑ ӑна алӑк патӗнче кӗтсе тӑнӑ. Хайхискер тухнӑ та – тӑватӑ ураллӑ тусӗ ҫук. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисем суту-илӳ центрӗнчи видеокамерӑсене тишкернӗ. Йытӑ ҫурине темӗнле арҫын илсе кайни паллӑ пулнӑ. Пакунлисем ӑна пӗр талӑка яхӑн шыранӑ. Часах вӑл кам иккенне те палӑртнӑ. Ҫапла майпа йытӑ ҫурине хуҫине тавӑрса панӑ.
Ҫак арҫынна алӑк умӗнче тӑракан йытӑ ҫури килӗшнӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма шутланӑ. Халӗ 36 ҫултискер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.