Раштавӑн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти вӗренӳ институтӗнче кӑҫал иртнӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмартӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Пуҫламӑшӗ — 11 сехетре!
Чыслава эпир ӑмӑртура мала тухнӑ пур шкул ачине те пур вӗрентекене те чӗнетпӗр! Сире, ҫак ӑмӑртура хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултарнисене, хаклӑ парнесем кӗтӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен хайлавӗсемпе те паллаштарӗҫ пулӗ тетпӗр.
Мероприяти 2-3 сехет пырӗ.
Программӑра: ӑмӑрту йӗркелӳҫисен, вӗренӳ институтӗнчен ӗҫлекенсен сӑмахӗ, пӗчӗк кӑна концерт (Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов пулӗҫ). Ачасемпе тӗлпулма Георгий Краснов ҫыравҫа чӗнме пулӑртнӑ. Мероприятие ертсе пыма Вера Никоноровӑна шанса патӑмӑр.
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
ЧӲК | 30 |
Раштавӑн 16-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитет. Ҫак датӑпа палӑртас тӗлӗшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадӑсемпе тӗрлӗ ӑмӑртрусем ирттерет:
● «Янра, чӑваш чӗлхи» сочинени ӑмӑртӑвӗ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);
● «Чи лайӑх илемлӗ хайлав» — сӑвӑ, калав, эссе, тӗрленчӗк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);
● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхи тата литература» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-01 аудитори);
● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-03 аудитори);
● Сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗ — пуҫламӑш классем (раштавӑн 16-мӗшӗнче, пуҫламӑшӗ 9 сехетре);
● «Чӗлхе, литература, тӑван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче (раштавӑн 16-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ)
Шкул ачисен ӗҫӗсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ.
Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки.
Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ.
Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑна 3 пин хайлавлӑччӗ, паян ак вӗсен шучӗ 4 пинрен иртрӗ! Ҫак 7 уйӑх хушшинче кӗртнӗ хайлавсен шутӗнче асӑнса хӑвармалла: Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫне, Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне, Денис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне, Валентина Элпин повеҫӗсене, Иван Мучин кулӑшла калавӗсене, тата ытти-ытти тӗслӗ сӑвӑ-калавсене.
Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 3 пине яхӑн. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхӑн хушӑннӑ), юрӑ (80 ытла), юмах (170, 50 хушӑннӑ), шӳтлӗ сӑвӑ (67), кулӑшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мӗшӗ ҫурҫул хушшинче хушӑннӑ), сӑвӑллӑ юмах (8). Пысӑк калӑпӑшлисене илес пулсан, халӗ 21 повесть (малтан 12 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).
Пирӗн порталти электронлӑ вулавӑша 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Кашни ҫур ҫул хушшинче вӑл вӑтамран пӗр пин хайлавпа пуянланса пырать.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерекен «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятлӑ тӗнче тетелӗнчи фантастикӑллӑ хайлавсен литература ӑмартӑвӗн I тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Эрне каярах хайлавсен шучӗ пӗлтӗрхинчен самай сахалтарах пулассинчен шикленеттӗмӗр («Йышӑнас тапхӑра тата тепӗр 10 куна тӑсмалла мар-ши?» — шутлаттӑмӑр), анчах та юлашки виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинче хутшӑнакансен йышӗ самай ӳсрӗ — кунне вуншар-ҫирӗмшер ҫыру илтӗмӗр. Ку пире, паллах, самай чӑрмав кӳрет — халӗ пирӗн кунне-ҫӗрне пӑхмасӑр ӗҫлеме тивӗ (хайлавсене вырнаҫтармалла-ҫке!). Ҫавӑнпа та ыйтасшӑн — тархасшӑн, тепӗр ӑмартусене хутшӑннӑ чухне ӗҫе юлашки кунсене ан хӑварӑр! Эсир нумайӑн... эпир вара, хаклакансем, пӗрре-иккӗн ҫеҫ. :)
Малалла иккӗмӗш тапхӑр пуҫланать — ярса панӑ хайлавсене тишкересси тата вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава палӑртасси. Ку ӗҫе сирӗнсӗр тума май ҫук — эсир сасӑламасӑр вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава пӗлеймӗпӗр. Вулӑр! Сасӑлӑр! Чӳкӗн 26-мӗшӗччен вӑхӑт чылай (сасӑлавӑн юлашки кунӗ).
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче, юнкун, К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприятие хӑнасем чылай килчӗҫ. Тӑванӗсем те пурччӗ — ҫыравҫӑн Ольга хӗрӗ, Николайпа Степан мӑнукӗсем пулчӗҫ. Мероприяти ячӗпе «Ҫӗр ҫинчи йӗрсем» курав та йӗркеленӗччӗ — сӑвӑҫ япалисем, туи, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекисем унта вырнаҫнӑччӗ. Тӑванӗсем куравпа паллашрӗҫ, кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Стихван Шавли сӑвӑҫа асӑнса ирттернӗ май ҫыравҫӑсем, общество ӗҫченӗсем нумайччӗ — Виталий Станьял, Порфирий Афанасьев, Борис Борлен тата ыттисем. Шкул ачисемпе студентсем те пурччӗ — вӗсем поэт хайланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Пӗлме: Стихван Шавли Самар облаҫӗн Шӑнтал районӗнчи Каменкӑра 1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Пирӗн электронлӑ вулавӑш уйӑхсерен ӳссе пырать — кашни кун тенӗ пек ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянланать. Паян вара 3 пинӗмӗш хайлав вырнаҫрӗ.
Электронлӑ вулавӑш 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлсаччӗ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. 2 пинӗмӗш хайлав пӗлтӗр юпан 26-мӗшӗнче хушӑнсаччӗ, 6 уйӑх хушшинче вара вулавӑш тепӗр пӗр пин хайлавпа пуянланчӗ.
Хайлавсен ытларах пайӗ — сӑвӑсем. Вӗсен шучӗ 2 пинрен те иртет. Ытти тӗслӗ хайлавсем: калав (330 ытла), юрӑ (70 ытла), юмах (120 ытла), шӳтлӗ сӑвӑ (60 ытла), кулӑшла калав (45), поэма (21), халап (22), новелла (18), юптару (17), сӑвӑллӑ юмах (7). 6 уйӑх хушшинче электронлӑ вулавӑш пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсемпе те пуянланчӗ. Халӗ кунта 12 повесть (малтан 6 кӑначчӗ), 7 роман (вӗсен шутӗнче 1 историллӗ роман, 1 роман-халап тата 1 сӑвӑллӑ роман).
Электронлӑ вулавӑш малалла та пуянланса пырӗ — вулама кӑмӑллакансене вӑл ялан хапӑлласах кӗтсе илӗ!
Эпир ҫак литература ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене тем тесен те чыйлаймӑпӑр. Ку ыйту пирӗнтен кӑна килнӗ пулсан — пӗр сӑмахсӑрах чаплӑ уяв туса панӑ пулӑттӑмӑр, шел те ӑмӑртӑва эпир кӑна мар ирттернине пула чыслав тума май пулмӗ. Малтан пире шартлама сивӗсем чӑрмантарчӗҫ пулсан, каярах вара алтан тухайман ӗҫсем мероприятие ирттерме чарчӗҫ.
Ҫавна май парнесене (эпир вӗсене тахҫанах хатӗрлесе хурса) сирӗн Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхи кафедринче илмелле пулӗ. Ку учреждение вӗрентекенсем ҫав-ҫавах ӗҫпе килсех ҫӳреҫҫӗ — ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тивӗҫтересси те вӗсем урлӑ ҫӑмалрах пулӗ.
Вырӑн йышӑнманнисене унтах ӑмӑртӑва хутшӑннине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗсем кӗтеҫҫӗ.
Асилтеретпӗр! Эпир ирттерекен кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ (кӑҫал вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятпа иртет) пуҫланнӑ та ӗнтӗ — хайлавсене кӗтетпӗр.
Ҫавӑн пекех пӗлтӗрхи тата виҫӗмҫулхи ӑмартусенче мала тухнӑ хайлавсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларас ӗҫ хӗрӳ пырать — укҫа пухатпӑр, кӗнекене калӑплатпӑр.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑҫал та эпир литература конкурсне ирттеретпӗр! Вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятлӑ пулӗ.
Ӑмартӑва ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелетпӗр, вӗрентекен ҫулталӑкне халаллатпӑр.
Конкурса иртттерекенсем: Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ.
Хайлавсене фантастика е фэнтези стилӗпе ҫырмалла. Унта тӗп вырӑнта пулмасан та, лаша сӑнарӗ пулмалла.
Ӗҫсене 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Унччен вӑхӑт нумай тесе ан ларӑр — хайлавсене халех ярса пама пултаратӑр. Хайлав калӑпӑшӗ пысӑкрах пулсан — ун хаклавӗ те лайӑхрах пулӗ. Тӗплӗнрех ӑмарту йӗрке-шывне пӑхӑр.
Ан манӑр: эсир ярса панӑ хайлав тӳрех пирӗн электронлӑ вулавӑшра вырнаҫӗ — ӑна конкурс жюрийӗ кӑна мар, пурте вулама пултарӗҫ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |